16 апреля 2016 г.
Кĕçнерникун Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăхпа «тÿрĕ лини» мелĕпе калаçрĕ. Хальхинче çĕршыв ертÿçине Раççейре тата ют çĕршывсенче пурăнакансем виçĕ миллион ытла ыйту панă.
Чи пĕрремĕшĕ, Омскран, япăх çулсем пирки килнĕ. В.Путин çул ыйтăвĕ çĕршывĕпех çивĕч тăнине, çул-йĕр фончĕн укçа сахал маррине, анчах вĕсен ытларах пайĕ «урăх задачăсене татса пама тĕллевсĕр кайнине» палăртнă. Правительство мерăсем йышăнĕ – укçана строительство тата юсав валли çеç ярĕç.
Экономикăна çĕклеме Владимир Владимирович инвестицисене ытларах явăçтарассипе, халăхăн тупăшне ÿстерессипе плансем йышăннине пĕлтернĕ. Ун шухăшĕпе, экономика тытăмне улăштармалла.
Владимир Путин çавăн пекех экономика санкцине халех пăрахăçламасси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсама тÿлевсем хывассин кирлĕлĕхĕ тата ытти пирки хуравланă.
Тулли версипе http://kremlin.ru сайтра паллашма пулать.