10 апреля 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ял хуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă.
М.Игнатьев федераци ведомствин ертÿçине регионти ял хуçалăхне аталантарма пулăшнăшăн тав тунă, отрасль аталанăвĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Республикăра аграрисен тăрăшулăхне пула кăтартусем çултан-çул лайăхланаççĕ. Пĕлтĕр мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче ял хуçалăх производствин индексĕ 7,9 % ÿснĕ. Ял хуçалăх культурисем туса илекен лаптăк 2014 çулхинчен 2,7 % пысăкланнă. «Эпĕ республикăри аграрисен умне усă курман çĕрсене 1,5 – 2 çулта пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартрăм», – тенĕ Михаил Игнатьев.
А.Ткачевпа М.Игнатьев ĕнесен сĕт антараслăхне ÿстермелли çул-йĕре палăртакан ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ кăтартусем самай лайăхланнине палăртнă. Пĕлтĕр республикăра кашни ĕнерен вăтамран 4860 кг сĕт сунине пĕлтернĕ.
Александр Ткачев Чăваш Республики импорта улăштаракан тавар туса кăлармалли программăна хастар хутшăннине уйрăммăн палăртнă.
Ĕçлĕ тĕлпулура çуракине хатĕрленсе ирттерессипе, инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă.