16 апреля 2016 г.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ И.Г.Смолина çемье ыйтăвне хускатнă май акă мĕн пĕлтерчĕ.
– Ачасăр пурнăç калчасăр уй-хир, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Пирĕн пепкесем – ăрăва малалла тăсакансем, ашшĕ-амăшĕн хушăвне пурнăçлакансем, – терĕ Ирина Григорьевна. – Мĕн авалтан этем ачасенче ватлăхри тĕреке, пуласлăхри шанчăка курнă. Ку тĕнчерен уйрăлса кайсан та, хăйсем хыççăн ырă ят юлтăр тесе нумай ача çуратнă, вĕсем йăх-несĕле пĕтме ан паччăр тенĕ. Ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе маттур та пултаруллă ÿстерсе ял-йыш хисепне тивĕçессишĕн ăнтăлнă. Пытармалли çук, пĕр вăхăт çемье институчĕ хавшаса пынăн туйăнатчĕ, ача çуратасси çине те урăхла пăхатчĕç. Пирĕн асанне-кукамайсем 5–10 ача çуратса ÿстернĕ пулсан, кайрантарахри çулсенчи мăшăрсем пĕр е икĕ ачапах çырлахма пуçларĕç. Юрать-ха хальхи вăхăтра çамрăк хĕрарăмсем ача çуратма пуçларĕç. Икĕ е виçĕ пепке çуратакансем йышланчĕç. Паллах, тĕпренчĕксене ÿстерсе çын тăвасси çăмăл ĕç мар. Укçи-тенки те, сывлăхĕ те кирлĕ. Çапах та йывăрлăхсенчен хăраман çемьесем пурри савăнтарать. Акă районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче виçĕ е ытларах ача ÿстерекен 588 çемьене шута илнĕ. Çакă патшалăх нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрнипе те çыхăннă. Калăпăр, çĕр лаптăкĕ уйăрса пани те çемьене çăмăллăх кÿрет. Вĕсем унта пÿрт лартма е хушма хуçалăха аталантарма пултараççĕ.
Халĕ виççĕмĕшне çуратакансене 100 пин тенкĕпе танлашакан хушма пулăшу та параççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта нумай ачаллă 26 çемьене регистрациленĕ. Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Çавăнпа та районта нумай ачаллă çемьесем йышланасса шанма пулать.
Юрий КОРНИЛОВ.