Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă самантсем те, çивĕч ыйтусем те пур

09 апреля 2016 г.

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессине 25 ыйту кĕртнĕ, çапах тĕпре, паллах, республика Пуçлăхĕ Чăваш ен Правительствин 2015 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне çĕршыври пĕтĕмĕшле лару-тăру çăмăл маррине палăртнинчен пуçларĕ. Çакăн витĕмĕ, паллах, Чăваш енре те сисĕнет. Апла пулин те иртнĕ çул республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 44,4 млрд тенкĕпе танлашнă, ăна туллин пурнăçланă. Хамăрăн 29,2 млрд тенке çитнĕ тупăшсем хушăнса пыни уйрăмах кăмăллă.

Михаил Васильевич Чăваш енри предприятисем паян хăйсен продукцине чикĕ леш енне те нумай ăсатнине кăмăллăн палăртрĕ. Пестицидсем, водород перекиçĕ, электротехника, «АККОНД» канфечĕсем тата ыт. те – пирĕн предприятисем хăйсен продукцине тĕнчери 85 çĕршыва сутаççĕ. Çĕнĕ производствăсем уçăлни – ырă пулăм. Хĕвел батарейисем, жгут-проводсем, силиконакрил эмелсем, керамика изделийĕсем... – çĕнĕ продукци списокĕ çакăнпа кăна вĕçленмест.

Агропромышленноç комплексĕ пирки тĕплĕ калаçу пулнă. Çитĕнÿсем пирки кăна мар. Усă курман çĕрсен лаптăкĕ çав-çавах пысăк-ха – «кашни гектара çаврăнăша кĕртмелле». Михаил Васильевич шухăшĕпе – Чăваш енре сĕт туса илес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли майсем анлă. Сĕт – ялти яланах укçа кÿрекен çăлкуç. Раççейре сĕт дефицичĕ 8 млн тоннăпа танлашнине шута илсен ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле. Хальлĕхе вара республикăра кашни ĕнерен илекен вăтам сăвăм 4860 кг-па танлашать. Сакăр район 5 пинлĕ чикĕ урлă каçнă. Пилĕк хуçалăхра вара кашни ĕнерен 7 пин кг ытла сĕт сăваççĕ иккен. Вĕсемпе мăнаçланса ЧР Пуçлăхĕ кашнинех ятран асăнчĕ: «Асаново», «Ольдеевская», «Новый путь», «Ленинская искра», «Победа».

Çулсем тăвасси, вĕсене юсасси çине те алă сулман. Цифрăсене асăннă май Михаил Васильевич юлашки вăхăтра республикăри çулсем япăхланнин сăлтавĕ çинче те чарăнса тăчĕ: «Кăçалхи хĕлле температура улшăнăвĕ – минусран плюса çаврăнни – 21 хут пулнă. Çавна май çулсем сиенленнĕ. Регламентпа килĕшÿллĕн вăхăтра юсаман çулсем уйрăмах япăх. Вăйра тăракан стандартсем – совет саманинчен юлнисемех. Усă куракан технологисем çанталăк çапла улшăнса тăнине тивĕçтермеççĕ. Эппин, çĕнĕ технологисем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлеççĕ, анчах ку çулсем тăвассине татах хаклатĕ».

Çурт-йĕр тăвасси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, демографипе çыхăннă ырă туртăмсем, Чăваш ен спортсменĕсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командисенчи йышĕ ÿссе пыни, туризм – докладра пĕр тема та сиксе юлмарĕ. Çапах коррупци пирки Михаил Васильевич пусăм туса калаçу пуçарчĕ. Коррупципе çыхăннă преступленисен шучĕ пĕлтĕр 30: чакнă, «çухалнă» 500 млн тенке хыснана тавăрса панă. Ку темăна асăрхаттарнăн вĕçленĕ М.Игнатьев: «Влаç органĕсен должноçри çыннисен коррупцишĕн явап тытма тивессине пĕлсе тăмалла».

Доклада вăл влаçăн тĕп тĕллевне çынсен пурнăçне лайăхлатассинче курнине аса илтернипе вĕçленĕ.

Парламент отчета ырланă. Кун йĕркинче – ЧР Конституцине, республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан, ытти саккун проекчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика