Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар ăнăçнă

09 апреля 2016 г.

Вăрнар сунарçисем уйрăм хуçалăхсенче сăтăр туса çÿренĕ тăватă кашкăра тытни çинчен çырнăччĕ.

Пĕтĕмĕшле вара вĕсем Пăртас, Вăрманкас, Мăньял Хапăс ял халăхĕсен, Йĕпреçпе Çĕмĕрле районĕсенчи çынсен сехрине хăпартнă вунпилĕк тискер чĕрчуна тĕп тунă. Сунарçăсен аллине çичĕ ама, сакăр аçа çакланнă. Тĕл куçлисем – Владислав Платонов, Сергей Бойцов, Виталий Ларионов, Леонид Михайлов, Михаил Васильев, Николай Аливанов, Эдуард Романов, Леонтий Дормидонтов тата Олег Васильев.

Кăçал кашамансем ытларах лекни çакăнпа та çыхăннă. Килти выльăхсене, кайăк-кĕшĕке нумай туртса çурнă пулин те вĕсене ку таранччен патшалăх заказникĕнче тытма юраман, кашкăрсем вара пĕлнĕ пекех унта кĕрсе тарнă. Кăçал ятарлă ирĕкпе унта та, патшалăх резервĕнче те сунар ăнăçнă.

– Ку территорире тискер кайăксен шучĕ хунаса кайни Вăрнарти аш-какай комбиначĕ охотугоди илсе чĕрчунсем ĕрчетнипе те çыхăннă. Аш пулсан кашкăр та пулать тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ, – терĕ «Вурнарское» пĕрлешĕвĕн охотовечĕ Леонид Михайлов.

Калас пулать, пĕр кашкăр çулталăкне сахалтан та 1,5 тонна аш çиет. Рационĕ паха – пăши, хир сысни, мулкач, кайăк-кĕшĕк, çавăн пекех килти выльăх-чĕрлĕх.

Леонид Алексеевич каланă тăрăх, сăтăрçă-кашамансем район территорийĕнче татах пур. Çитес çул валли вĕсен ăрăвĕ тата ĕрчеме пултарать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика