09 апреля 2016 г.
«Фанфуриксем», «фуриксем», «пузырексем» тата мĕнле кăна каламаççĕ пулĕ спирт шĕвекĕллĕ пĕчĕк кĕленчесене. Шел те, хăш-пĕр çынсем ку шĕвексене – косметика лосьонне, «Асептолина» тата ытти те – напиток вырăнне ĕçеççĕ.
Вĕсенче – 90 процент спирт, çавăнпа та ку шĕвексем ахаль алкогольтен ытларах наркăмăшлăрах. Вĕсем сывлăха тÿрленмелле мар сиен кÿреççĕ, наркăмăшлă гепатита, пÿре, пĕвер чирĕсене, чĕре мышцисен дистрофине пуçарма, пуç мимине вĕлерме пултараççĕ.
Ку продукцире вилĕм патне илсе çитерме пултаракан наркăмăш – метил спирчĕ пур. Наркăмăшланма пĕр чей кашăкĕ те çителĕклĕ. Вĕсем пĕверпе пуç мимине çеç мар, куç сетчаткине те айăплаççĕ. Çын наркăмăшланнă хыççăн чĕрĕ юлсан та вăл суккăрланас хăрушлăх пур.
Вăрнар район администрацийĕ ăнлантару ĕçĕсем ирттерет пулин те хăш-пĕр суту-илÿ объекчĕсенче вĕсене сутма пăрахман-ха. Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн информацийĕ тăрăх, 2015 çулта республикăра ку продукципе 1330 çын наркăмăшланнă, 2014 çулхинчен 25 процент ытларах.
14 çулчченхи 22 ача шар курнă, вăл шутра Вăрнар районĕнчи пĕр ача та. Çамрăксем хушшинче кунашкал 30 тĕслĕх çырăннă. Пĕлтĕр «фанфуриксем» ĕçсе 364 çын вилнĕ, 2014-мĕшĕнче – 216. Патăрьел, Йĕпреç, Пăрачкав районĕсенче наркăмăшланнă çынсенне нихăшĕнне те пурнăçне çăлма май килмен. Пирĕн районта та вилĕмле тĕслĕхсем 50 процент ытла ÿснĕ.
Район администрацийĕ суту-илÿ предприятийĕсен, аптека учрежденийĕсен ертÿçисемпе, уйрăм предпринимательсемпе ку продукцие сутма чарăнмалли пирки калаçнă. 18-шпе ирĕклĕн сутма пăрахасси пирки меморандум çырнă.
Анчах паян та хăш-пĕр объектсенче «фанфуриксене» сутма пăрахман-ха.
Хисеплĕ ентешсем! Хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр! Иккĕленÿллĕ спирт шĕвекĕсене нихăçан та ан туянăр!
Акиля АХМЕТОВА,
район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ.