Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекепе туслашаççĕ, ăс-хакăла ÿстереççĕ

06 апреля 2016 г.

Кĕнекепе туслашаççĕ, ăс-хакăла ÿстереççĕ

Ачасене кĕнеке вулама явăçтарасси тĕп тивĕç пулса тăрать библиотекарьсемшĕн. Çакна ялан асра тытаççĕ Вăрнарти ача-пăча библиотекинче ĕçлекенсем, çавăнпах кĕçĕн тата аслă классенче вĕренекенсем валли нумай мероприяти йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ акци, конкурс ирттерни ачан тавракурăмне ÿстерме самай пулăшать. Вĕсене хатĕрленнĕ май алла кĕнеке те тытма тивет паллах. Вăл вара кашни ачашăн чи шанчăклă та, чи çывăх юлташ.

Вăрттăнлăх мар, библиотека ĕçченĕсем кашни ачан хăйне евĕр ырă енĕсене тупса палăртма пултараççĕ. Акă кĕçĕн классенче ăс пухакансене халăх юмахĕсене вулама, унти сăнарсене асра тытма сĕнеççĕ. Аслăрах çулсенчисене вара чăваш, вырăс, тĕнче литературин классикĕсен произведенийĕсене тишкерсе тухма ыйтаççĕ тата калаççĕ. Библиотекарьсем ачасене чун çимĕçĕпе тивĕçтерес, кĕнеке пирки манма парас мар тесе пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Библиотека фончĕ çулсерен пуянланса пыни, интереслĕ мероприятисем ирттерни вулакана çĕнĕ илемлĕ литературăпа туслашма пулăшнине туйса тăраççĕ. 2015 çулта ача-пăча библиотекине 624 экземпляр тĕрлĕ литература килнĕ. Вĕсем пĕри те тусанланса выртман, кашнине ачасем алла тытнă. 

– Шкула çÿрекенсен кăмăлне туллин тивĕçтерме пултарни пирки иккĕленÿ çук, – терĕ А.Кириллова заведующи.

Иртнĕ çулта ача-пăча библиотекинче 3147 вулакана регистрациленĕ. Йыш, унчченхи çулхипе танлаштарсан, хушăннă. Пĕтĕмпе тĕрлĕ темăпа çыхăннă 76715 литература панă. Библиотека кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 12 журналпа 5 хаçат илсе тăрать.

Ачасем хĕлле те, çулла та библиотекăран татăлмаççĕ. Кунти ĕçченсем çакна аван ăнланаççĕ: кĕнекешĕн каникул çук, вăл яланах хăйĕн вулаканне кĕтет. Çавăнпа шкулта вĕренекенсене каникул кунĕсенче те библиотекăна явăçтараççĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Кăçалтан акă ачасен çуралнă кунĕсене кунта паллă тăвассине йăлана кĕртнĕ. Çавăн пекех шкулта уроксем вĕçленнĕ хыççăн килсе шашкăлла е ытти сĕтел çи вăййисене выляма пултараççĕ. Ача-пăча çыравçисемпе те тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Ку мероприятие планпа килĕшÿллĕн туса пыраççĕ.

– Эпир ача сачĕсене те кайса çÿретпĕр. Пĕчĕккисене кĕнекесем çитерсе паратпăр тата вĕсемпе интереслĕ вăйă-конкурс ирттеретпĕр, – пĕлтерчĕ Анастасия Михайловна.

Кунти ĕçченсем кăçалхипе тăваттăмĕш хут «Библиосумерки» акцие хутшăнаççĕ. Вулава халалланă кун ачасене мультфильмсем кăтартаççĕ, мастер-классем ирттереççĕ. Каçхи тăххăрта çеç хупăнать библиотека алăкĕ. Тĕрĕссипе, ытти чух та кунтан татăлмаççĕ тĕрлĕ классенче вĕренекенсем, мĕншĕн тесен çĕнни, пĕлмелли тăтăшах тупăнса тăрать. Стеллажсем çинче вара – тĕрлĕ курав. Кĕнекепе тивĕçтернипе çеç çырлахмаççĕ ĕçченсем, вĕсене тирпейлĕ тытма та вĕрентеççĕ. Ачасемшĕн библиотека иккĕмĕш кил вырăнне пулса тăнă тесен те йăнăш мар.

Вăрнарти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Анастасия Кириллова хăйĕн ĕçне чунтан юратать. Вăрнарта çуралса ÿснĕскерĕн кĕнеке уншăн çывăх тус вырăннех пулса тăнă. Куллен библиотекăра вăл. Анастасия Михайловна ĕçтешĕсемпе вашават, вĕсене яланах сĕнÿ-канаш пама хатĕр. Библиотекарьшĕн чи пахи – çынпа калаçма пĕлни. Сăмахшăн кивçене каймасть ырă кăмăллă хĕрарăм. Ачасемпе те акă хăвăртах пĕр чĕлхе тупать. Мĕнех калăн, чĕлхи-çаварĕ – чĕкеçĕн, алли-ури вара çыпăçуллă. Кашни уйăхрах ĕçтешĕсемпе пĕрле пĕр-пĕр курав йĕркелеме тăрăшать. Ÿркенмест, планпа пăхнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртет. Ырă ятшăн çунмасть Анастасия Кириллова, чи пахи – вулакансем унăн ĕçне хаклани. Çавăншăн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать те. Пĕр вĕçĕм малалла пăхни, çĕнĕлле ĕçлеме пĕлни хавхалану кăна хушать. Библиотекарь специальноçне суйласа илнишĕн халĕ ÿкĕнмест. Чăн та, Вăрнарти пĕрремĕш номерлĕ шкулта вĕреннĕ чух врач пулас килнĕ. Анчах та пурнăçра хăй шутланă пек пулса тухман. 2005 çулта районти тĕп библиотекăра пĕри отпуска кайнăран, вăхăтлăха ĕçе вырнаçнă. Телейĕ юнашарах çÿренĕ-ши, ун валли кунта ĕç вырăнĕ тупăннă. Çапла вара ĕмĕтленмен çĕртен библиотекарь пулса тăнă. Çав вăхăтрах Раççейри патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕве малалла тарăнлатнă. Пĕлтĕр ача-пăча библиотекине куçнă. Унăн ертÿçи пулса тăнă.

– Вунă çул ытла вулакансене тĕрлĕ литературăпа тивĕçтеретĕп. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ çулсенчи ачасене кĕнеке тĕнчине çул хывма пулăшатăп, – терĕ Анастасия Михайловна.

Ачасене вăл е ку кĕнекене сĕниччен унăн содержанине пĕлес тесе хăй малтан тишкерсе тухать: пĕр-пĕр илемлĕ литературăна «шĕкĕлчени» ăс-хакăла пуянлатма та пулăшать-çке. А.Кириллова библиотекарь ĕçе чунтан юратать, çавăнпа тĕрлĕ мероприятисем час-часах йĕркелеме тăрăшать. Ачасемпе пĕрле чух вăхăт иртни те сисĕнмест уншăн. Вĕсем ăна савăнăç тата хавхалану кÿреççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика