Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр питĕ çÿхе – асăрханăр!

06 апреля 2016 г.

 «Чăваш енри юханшывсенчи пăр çÿхелсех пырать, ун çине кĕни сывлăхпа пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать», – асăрхаттараççĕ çăлавçăсем. Шел, вĕсен сĕнĕвĕсене хăшĕ-пĕри ăша хывасшăн мар, çавна пулах шар курать.

Акă ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан 26-ри арçын юлташĕпе пĕрле Атăлăн сулахай çыранне çуранах çитме шут тытнă, шыв куçĕ тĕлне çитсен путма пуçланă. «Арçынсем çырана çитме 1 километр юлсан инкеке лекнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те эрех ĕçни палăрнă. Юрать, çакскерсене вăхăтра курнă. «Васкавлă пулăшу» машини çитиччен çăлавçăсем шар курнисене пĕрремĕш пулăшу панă. Пĕрне больницăна васкавлăн ăсатнă, тепри унта кайма килĕшмен», – пĕлтерет Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби.

«Çурхи пăр ултавлă: пĕрре пăхсан çирĕп пек туйăнать, пĕр утăм сулахаялла е сылтăмалла тусанах шыв куçне лекме пулать. Шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче пăр питĕ çÿхе. Çавăнпа ун çине кĕме ан тăрăшăр», – асăрхаттараççĕ çăлавçăсем.

Çÿхе пăр çине ăнсăртран кĕрсен тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла. Килнĕ çулпах, урана пăр çийĕпе шутарса (çĕклемесĕр) утмалла. Пăр айне анса кайсан сехĕрленсе ÿкмелле мар, алăсене икĕ еннелле сарса пăр катăкне тытмалла, кăкăрпа ун çине выртмалла, унтан урасене асăрханса черетпе хăпартмалла. Пуçа йĕпетме тăрăшмалла мар. Шыва анса кайнă çынна пулăшас тесен пăр çине выртмалла, алăсемпе урасене аяккинелле сармалла, шыв куçĕ çывăхнелле асăрханса шумалла. Путакана вĕрен, шарф е урăх япала ывăтса памалла та çирĕп пăр çине тухма пулăшмалла.

Специалистсем сывлăш температури виçĕ тата ытларах кун нуль градусран ăшăрах тăрсан пăр çирĕплĕхĕ питĕ хăвăрт чакнине, шăпах çакнашкал условисенче пăр айне анса каяс хăрушлăх палăрмаллах пысăкланнине пĕлтереççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра кунсерен çÿхелсе пыракан пăр çине кĕмелле мар. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика