06 апреля 2016 г.
Нарăс уйăхĕн варринчен тытăнса ака уйăхĕ тăршшĕпех çăвар инфекцийĕ ернĕ çынсене регистрацилеççĕ. Çак чирпе ытларах 5 çулчченхи ачасем тата 60 çултан иртнисем чирлеççĕ.
Çăвар вирусĕсем ĕçмелли шывра эрне, алăсем çинче 4 сехет, ирĕкре пĕр уйăх, каяшсенче 7 уйăх таран пурăнма пултараççĕ.
Инфекци çăлкуçĕ – чирлĕ çын е вирус йăтса çÿрекен. Чир-чĕр ернĕ хыççăн пĕрремĕш паллăсем палăриччен вăхăт 12 сехетрен тытăнса 7 кун таран (ытларах чухне 1–2 кун) тăсăлать. Ÿт температури ÿссен, вар-хырăм пăсăлсан, ăш пăтрансан, хăстарсан, ÿслĕк ерсен васкасах тухтăр патне каймалла.
Çăвар инфекцине тепĕр чухне таса мар алăсен чирĕ теççĕ. Çавăнпа та харпăр хăй гигиенине пăхăнассине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Т.АЛЕКСЕЕВА,
Роспотребнадзорăн Канаш енчи управленийĕн территори уйрăмĕн
тĕп специалист-эксперчĕ.