06 апреля 2016 г.
Кăçалхи виçĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăрти пекех, районта 12 пушар регистрациленĕ. «Хĕрлĕ автан» аташнине пула 4 çын шар курнă: пĕри пурнăçран уйрăлнă, виççĕшĕ суранланнă. 4 пурăнмалли çурт, 2 хуралтă тĕппипех çунса кĕлленнĕ, пĕр хваттер, 2 пÿрт тата нумай хваттерлĕ çурт сиенленнĕ. Вут-çулăмра 1076,5 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ.
Кăçалхи виçĕ уйăхра иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан Вăрнар хула, Пăртас тăрăхĕсенче пушарсене ытларах регистрациленĕ. Пĕлтĕр ку вăхăтра Çавалкас, Ершепуç, Малти Ишек ял тăрăхĕсем ырă ятра пулнă, ку енче вут-çулăм алхасман. Кăçал кăтарту урăхларах. Çак асăннă ял тăрăхĕсенче пĕрер пушар тухнă.
«Хĕрлĕ автан» аташнин тĕп сăлтавĕсене палăртмалла. Çак тапхăрта электрохатĕрсене вырнаçтарнă тата ĕçлеттернĕ чухне правилăсене пăхăнманнипе – 2, кăмакасемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене уяманнипе – 6, вут-çулăмпа асăрхануллă пулманнипе – 3, кил-çурта юри вут тĕртнипе пĕр пушар тухнă.
А. ШУРДЕЕВ,
асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.