06 апреля 2016 г.
Шăматкун республикăри тата Тутарстанпа Мордва Республикисенчи çамрăк кĕрешÿçĕсем Вăрнарта пуçтарăннă. «Попутчик» ТМЯО директорĕн Александр Петровăн тата Раççей тава тивĕçлĕ юрисчĕн Вячеслав Яковлевăн парнисене çĕнсе илессишĕн кавир çине 240 ытла спортсмен тухнă.
Кĕрешÿ тусĕсене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Алексей Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ăмăрту йĕркелÿçисем, ыттисем саламланă.
Арçын ачасем вунпĕр, хĕрсем ултă виçе категорийĕнче наградăсен комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине ытларах Канаш тăрăхĕнчи спортсменсем çĕкленме тивĕçнĕ.
Килти турнирта вăрнарсем те лайăх кĕрешнĕ – пĕтĕмпе 22 призер. Ылтăн медальсене Дима Львов, Никита Львов, Антон Сантимер, Милена Федорова (Вăрнар), Катя Кошкина (Мăн Явăш), Наталья Тихонова, Эвелина Яковлева (Çĕрпел), Антон Федоров (Санарпуç) тивĕçнĕ. Вăрнар çамрăкĕсем – Алексей Тимофеев, Кирилл Лукин, Анна Кошкина, Аня Федорова, Настя Максимова – иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Пăваялĕнчи Максим Ивановăн, Санарпуçĕнчи Семен Ивановăн, Александр Васильевăн, Вăрнарти Кирилл Андреевăн, Камиль Хисаметдиновăн, Юлия Константинован, Яна Максимован, Валерия Павлован, Пăртасри Семен Семеновăн – бронза медальсем.
Светлана ЧИКМЯКОВА