Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алик хальхинче те пĕрремĕш

06 апреля 2016 г.

Кÿстÿмĕр каччи Алик Волков çартан таврăннăранпа вăхăт нумай иртмерĕ пулин те, спортри ятне вăл хăвăрт тавăрчĕ – кире пуканĕ йăтассипе темиçе хутчен те республика çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

Шăматкун гиревиксем Чăваш ен Кубокне çĕнсе илессишĕн Канашра пухăннă. Арçынсем вăрăм циклта (икĕ кире пуканне кăкăр таран çĕклемелле, кайран тĕртсе алăсене тÿрлетмелле, унтан малтанхи вырăна таврăнмалла) тупăшнă. 10 минутра Алик 32 килограмлă кире пуканĕсене 43 хутчен çĕкленĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку – Раççей спорт мастерĕн ятне илмелли результатран 7 хускану çеç сахалрах.

Хĕрарăмсем хушшинче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова иккĕмĕш результат кăтартнă.

Ветерансем хушшинче 75-ри Анатолий Иванов бронза призер пулса тăнă. 12 килограмлă кире пуканĕсене вăл 71 хутчен çĕкленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика