02 апреля 2016 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинск облаçĕнчи предприятисен, облаç онкодиспансерĕн Позитрон эмисси томографи центрĕн ĕçĕпе паллашнă.
«Чурилово» агрокомплексра Чăваш енĕн официаллă делегацине теплицăсенче пахчаçимĕç çитĕнтермелли çĕнĕ технологисемпе паллаштарнă. «Чурилово» — Раççейри теплица хуçалăхĕсен рынокĕнчи лидерсенчен пĕри. Теплицăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 25 гектарпа танлашать, çулталăкра 25 пин тонна пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Паян кунта томат, хăяр, симĕс культурăсем туса илеççĕ.
Михаил Игнатьев агрокомплексăн ĕç калăпăшĕ чăннипех тĕлĕнтернине, Челябинск облаçĕн пахчаçимĕç производствипе çыхăннă опытне Чăваш енри предпринимательсемпе пĕрле тĕплĕ тишкерессине, çак технологисене республикăра та ĕçе кĕртмелли майсене пăхса тухассине палăртнă.
Чăваш ен делегацийĕ «Высота 239» заводăн пысăк диаметрлă пăрăхсем кăларакан цехĕнче пулнă. Пăрăхсемпе Çурçĕрте, çĕр чĕтренекен вырăнсенче, тинĕс тĕпĕнче усă кураççĕ. Предприяти хăвачĕ çулталăкра 600 пин тонна пăрăх туса кăлармалăх.
Челябинскри пăрăх прокачĕн завочĕн директорсен канашĕн председателĕ Александр Федоров предприятире Шупашкарти электромеханика завочĕн управлени шкафĕсене вырнаçтарни, вĕсем ăнăçлă ĕçлени çинчен каланă. Позитрон эмисси томографи центрĕнче пулнă май Чăваш ен Пуçлăхĕ çак центр Шупашкарта онкологи диспансерĕн хирургин çĕнĕ корпусне çĕкленине, сиплев учрежденийĕн ятарлă медицина пулăшăвĕ кÿрессипе çыхăннă хăвачĕ ÿснине кура пушшех интереслине палăртнă.
Ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе темиçе килĕшÿ тума май килнĕ. Михаил Игнатьев сĕннипе Челябинск облаçĕнче Чăваш енĕн суту-илÿпе экономика представительствине йĕркелеме йышăннă.