Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмасăр

02 апреля 2016 г.

Ярмушка ял тăрăхĕн администрацийĕнчен куллен халăх татăлмасть: пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ ыйтупа кĕрсе тухать. Паллах, кашнин хăйĕн хуйхи-суйхи. Кунта ĕçлекенсен вара пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшмалла, кирлĕ пек ăнлантарса памалла. Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В.Петров, вăхăт хĕсĕккине пăхмасăрах, калаçма килĕшрĕ.

– Çăмăллăхĕ çук – ĕç кунĕ вĕçлениччен мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ, – пуçларĕ сăмаха вăл. – Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Чĕрре кĕме пăхакансем те тупăнаççĕ: ним усă памастăр эсир. Тĕплĕн калаçатăн та – çыннăн кăмăлне уçса та яратăн.

– Алексей Валентинович, ял тăрăхĕн территорине миçе ял кĕрет? Пурăнакансен йышĕ ÿсет е чакать? – ыйту патăм эпĕ.

– Ярмушка ял тăрăхне сакăр ял çыхăнтарса тăрать. Паянхи куна илсен 2111 çын пурăнать. Вĕсенчен 615-шĕ пенсионерсем. Пытармалли çук, йыш хушăнмасть. Ăнланмашкăн ансат: çуралакан сахал, вилекен нумай. 2015 çулта ял тăрăхĕнче 6 ача çуралнă, çав вăхăтрах 21 çын пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Шел пулин те, çамрăксенчен чылайăшĕ хула енне куç ывăтать. Çавăнпа çемье çавăракансем те сахал. Мăшăрсем ача хыççăн ача çуратĕччĕç, анчах вĕсене пăхса çитĕнтерме йывăр-çке: тумтир илмелле, пылак çимĕç туянмалла тата ытти те... Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ вара малти вырăна тухса тăрать паянхи кун. Çавăнпа теприсем килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Икĕ-виçĕ ĕне тытакансем те пур. ,çчен çемьесем алă усса лармаççĕ, пурнăçа сыпăнтарса пырассишĕн куллен тар кăлараççĕ. Ял çынни мĕн авалтан çĕртен, выльăх-чĕрлĕхрен пархатарне курнине лайăх пĕлнĕрен ĕçрен хăрамаççĕ, малалла талпăнаççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче «Юнтапа» хуçалăх пур. Анчах та унта ĕç алли çитмест. ,çлекенсем çитсен кăна лайăх кăтарту тума пулать. Хуçалăх пĕтсен вырăнта ĕç те тупăнмĕ. Çакна вăйпитти çынсем темшĕн-çке ăнлансах пĕтмеççĕ. Эпир пурте хамăр пуласлăхшăн яваплă. Апла вырăнта тĕпленсе ĕçлемелле, тăван яла аталантармалла.

– Тирпей çине тимлĕх уйăра-тăр-и?

– Çуркуннепе уйрăмах тирпейсĕрлĕхпе йĕркесĕрлĕх куç умне тухать. Урама, кил-çурт таврашне тирпейлĕ тытасси кашни çыннăн тивĕçĕ шутланать. Кирлĕ мар çÿп-çап йăванса выртни ытла та килĕшÿсĕр. Çакна шута илсе ялсенче субботниксем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ялта пурăнакансем пурте пĕрле урамри çÿп-çапа тасатаççĕ, кил умĕсене тирпейлĕх кĕртеççĕ. Пĕлтĕр Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетрĕç. Ку ĕçре бюджет тытăмĕнче тăрăшакансем хастарлăх кăтартрĕç. Пĕлтĕр Пуканкассинче çул тума пуçланă. Уйкас Юнтапа тата Кушар Юнтапа ялĕсенчи çулсене юсанă. Хĕл кунĕсенче урамсене юртан тасатассипе Гусев предприниматель тăрăшрĕ. Ял, урам тесен чи малтанах хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртмелле. Илем вăл ют çыншăн мар.

– Культура ĕçченĕсем халăха валли тĕрлĕ кану мероприятийĕсем ирттереççĕ-и?

– Культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ кружоксемпе пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ. Отчетлă тапхăрта вăтăр мероприяти ытла ирттернĕ. Тĕрлĕ уявсем умĕн концерт кăтартаççĕ е кану каçĕсем йĕркелеççĕ. Коллективсем районта тата республикăра иртекен хăшпĕр уявсемпе фестивальсене хутшăнчĕç, тĕрлĕ степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕнче спорт мероприятийĕсем те пулаççĕ. Вĕсенче çамрăксем активлăхпа палăраççĕ. Ялсенче футбол тата волейбол командисем те пур.

– Ял тăрăхĕн территорийĕнче пушар машини пуррине те илтнĕччĕ.

– Çапла, тĕрĕсех. 27-мĕш пушар чаçĕн машини кунĕн-çĕрĕн дежурствăра тăрать. Администраци штатĕнче виçĕ водитель. Пушар дружинникĕсене пурне те ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. 2015 çулта пĕр пушар регистрациленĕ. Инкек тÿснисем çук. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-çулăм алхаснă вырăна кирек хăш вăхăтра та тухса кайма хатĕр. Пушар надзорĕн инспекторĕсемпе пĕрле пĕччен пурăнакансемпе нумай ачаллă çемьесенче пулатпăр, вĕсен кил-çурчĕсене тĕрĕслесе тухатпăр.

Калаçуран ял тăрăхĕн администрацийĕ шкулпа та тачă çыхăнура пулнине пĕлтĕм. Пĕр-пĕрне ялан ăнланаççĕ, çавăнпа умри йывăрлăхсене те çăмăллăн çĕнтереççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика