02 апреля 2016 г.
Чăваш енре çынсем наркоманипе чирлесси юлашки тăватă çулта федерацин Атăлçи округĕнчипе танлаштарсан та, Раççейри пĕтĕмĕшле шайран та пĕчĕкрех. Анчах самантлăха та лăпланма юрамасть. Çак шухăша ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнче палăртнă.
Чăваш енĕн наркомани сарăласран сыхланмалли çумпрограмма пур. Ăна пурнăçлама 2015 çулта малтан наркоманипе кĕрешме уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 1 млн тенкĕрен те иртнĕ.
Тимлĕх усă кÿни куçкĕрет. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова республикăра унччен йăлана кĕнĕ наркотиксемпе усă курасси палăрмаллах чакнине çирĕплетнĕ. Çапах хăрушлăх пурпĕр пысăк. «Спайс» йышши хутăшсем вăй илеççĕ – «шăпах вĕсенчен сыхланас енĕпе уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ». Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков вара аптекăсенче минретекен хăшпĕр эмеле сутасси тăруках ÿсни çинчен каласа сисчĕвлентернĕ.
Наркотиксем тĕлĕшпе «таса» районсем республикăра 8 кăна иккен. ФСКН управленийĕ пĕлтĕр наркотик суту-илĕвĕпе çыхăннă уйрăмах йывăр 447 преступление тăрă шыв çине кăларнă. 2015 çулта республикăра пулнă преступленисен пĕтĕмĕшле шутĕнче наркотиксемпе çыхăннисен тÿпи 5,5% танлашни те, паллах, пăшăрхантарма тивĕç.