02 апреля 2016 г.
Пахчаçимĕçе пухса илнĕ хыççăн упрасси ансатах мар. Паллах, вĕсене шăнтма, типĕтме, консервлама пулать, анчах та чĕрĕ çимĕçсем тутлăрах, усăллăрах. Чылайăшĕ улма-çырлана, купăста-кишĕре нÿхрепре хĕл каçарать. Анчах та юлашки вăхăтра нÿхрепсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсем пулкаларĕç. Иртнĕ çул ав Çĕрпÿ районĕнче нÿхрепе аннă чухне хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнман пирки 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Унчченхи çул Çĕмĕрле районĕнче те пĕр çемьери амăшĕн тата ывăлĕпе хĕрĕн çакăн пиркиех куçĕсем ĕмĕрлĕх хупăннă.
Çуркунне çитнĕ май, нумайăшĕ вăрăм хĕл хыççăн нÿхрепсене уçса унти пахчаçимĕçе кăларма пуçларĕ, çĕрĕксенчен тасатма тытăнчĕ. Анчах та ăна мĕнле хатĕрлемелле-ха? Ку вăхăтра мĕне шута хумалла-ха? Нÿхрепсемпе путвалсенче сыхланмалли хăрушсăрлăх правилисем çинчен ЧР профилактика, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна ЕГОРОВĂНА каласа кăтартма ыйтрăмăр.
– Елена Михайловна, инкексем ытларах мĕнрен сиксе тухаççĕ-ха?
– Ытларах чухне инкек нÿхрепре наркăмăшлă газсем пухăннинчен пулать. Вĕсем дезинфекци хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курсан, курăк тата тĕрлĕ япаласем çунтарсан пухăнаççĕ. Кивĕ çĕрулмипе пахчаçимĕç те инкек патне çитерме пултараççĕ, вĕсем çĕрнĕ чухне çын пурнăçĕшĕн сиенлĕ япаласем кăлараççĕ. Наркăмăшлă газсем сывлăшран йывăртарах, çавăнпа та вĕсем нÿхрепĕн аялти пайĕсенче пухăнаççĕ. Енчен те нÿхрепе вентиляци пăрăхĕсене хурса хăварман пулсан, унта сиенлĕ газсем пуçтарăнма пултарасси хăрушлăх кăларса тăратать.
– Нÿхрепре наркăмăшлă газ пуррипе çуккине мĕнле тĕрĕслемелле-ха?
– Наркăмăшлă газсем шăршăсăр тата тĕссĕр пулнă май, вĕсене тÿрех туйса илме май çук. Нÿхреп пур çынсен сывлăшра сĕрĕм газĕ 10 процент çеç пулсан та, вăл пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратнине асрах тытмалла. Çавăнпа та унта анас умĕн сывлăш пуррине тĕрĕслемелле. Кăна çунакан çурта лартнă витрене нÿхрепе антарса пĕлме пулать. Çурта сÿнни унта сывлăш çуккине пĕлтерет. Кун пек чухне нÿхрепе тÿрех кĕме юрамасть, ăна тепĕр хутчен тĕплĕн уçăлтармалла.
Нÿхрепе пĕччен тасатма-юсама хушмаççĕ. Камăн та пулин тул енче сыхласах, аялти çынпа калаçсах тăмалла. Нÿхрепри çыннăн вĕренпе çыхăнмалла, унăн тепĕр вĕçĕ тулта тăраканра пулмалла. Пулăшу кирлĕ пулсан, вĕрене туртса сигнал памалла. Çакăн пек хăрушсăрлăх техникин правилисене çăлсене, силос башнисене, пахчаçимĕç хранилищисене аннă чухне те ялан асра тытса пăхăнмалла.
– Нÿхрепе тĕрĕс мĕнлерех хатĕрлемелле-ши?
– Ăна юлашки пахчаçимĕç кăларнă хыççăнах хатĕрлеме пуçламалла е çĕнĕ тухăç пуçтарас умĕн – уйăх маларах. Чи малтан инфекцие салатас мар тесе пахчаçимĕç юлашкисене пуçтарса илсе шăтăка чавса пытармалла. Çÿлĕксене илсе тухса супăньпе е кальциллĕ содăпа çумалла, хĕвел çинче типĕтмелле. Нÿхрепе тул енчен уçса пĕр эрне уçăлтармалла. Кăшлакан чĕрчунсене пĕтерме капкăнсем е наркăмăшлă илĕртмĕшсем хумалла.
Хăшĕ-пĕри шăшисене пĕтерме е нÿхрепе дезинфекцилеме çунтармалли тĕрлĕ хими препарачĕпе усă курать. Кун пек чухне инструкцие çирĕп пăхăнмалла, кашни процедура хыççăн нÿхрепе тĕплĕн уçăлтармалла.
Вентиляци тăрписене тасатмалла, юсамалла, вĕсен ĕç функцийĕсене тĕрĕслесех тăмалла. Енчен те, вĕсем ку таранччен пулман пулсан, вентиляци тăрписене хурса хăварсан питĕ вырăнлă.
– Нÿхрепе аннă çынна япăх пулса кайрĕ пулсан, тухтăрсем киличчен мĕн тумалла-ха?
– Сиенлĕ газлă сывлăшпа аптăрасан çыннăн хăсăк килме, пуç çаврăнма, хăлха шавлама, вăй пĕтме пуçлать, каярах тăнне хăвăрт çухатма пултарать. Малтанхи паллăсене сиссенех тÿрех уçă сывлăша тухма тăрăшмалла. Хăш-пĕри пулăшусăр хăй тĕллĕн нÿхрепрен хăпараймасть. Пулăшу паракан çынсен те питĕ асăрхануллă пулмалла. Нÿхрепе анас умĕн вĕренпе çыхăнмалла, çÿлте тепĕр çын юлмалла.
Аптранă çынна нÿхрепрен туртса кăларсан уçă сывлăшра вырттармалла. Кĕпен çÿлти тÿмисене вĕçертмелле, пиçиххине пушатмалла. Васкавлă пулăшу чĕнмелле. Нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ватăна шăршлаттармалла. Енчен те инкек тÿсекен çын тăн çухатрĕ пулсан, унăн чĕрине массаж тумалла, искусственнăй майпа сывлаттармалла. Хыççăн инкек тÿснĕ çынна больницăна ăсатмалла.
Çÿлерех асăннă правилăсене пăхăнсан çывăх çынсен сывлăхне тата пурнăçне сыхласа хăварма пулать. Çавăнпа та асăрхануллă пулăр.
Светлана ЧИКМЯКОВА ыйтса пĕлнĕ.