02 апреля 2016 г.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ куракансене спектакльпе савăнтарчĕ – çак эрнере сцена çине Федор Павловăн «Ялта» премьерине кăларчĕç
Хăй вăхăтĕнче чăваш драма театрĕ ку спектакльпе республикăри кашни яла тенĕ пекех çитнĕ-тĕр, анчах та юлашки çулсенче нумайăшĕ ун сюжетне манма та ĕлкĕрнĕ пулĕ, çамрăксенчен чылайăшĕ пĕлмест те. Çавăнпа та Вăрнар халăх театрĕн режиссерĕн Галина Иванован классикăна яланлăхах асра хăварас тĕллевĕ питĕ те тĕрĕс пулнăн туйăнать.
Хăй ку ĕçе кÿлĕннĕ çулсенче вăл чылай спектакле халăх патне ăнăçлă çитерме пултарчĕ. Пĕлтĕр куракансем «Нарспие» чаплăн йышăнчĕç, театр ушкăнĕ унпа хамăр, кÿршĕллĕ районсенчи чылай ялта пулчĕ. Ку спектакльти чаплă вылявшăн республикăри «Мухтав ахрăмĕ» фестивальте тĕрлĕ номинацире тăхăр диплом илме тивĕçрĕç.
«Ялта» спектакле те халăх тÿрех йышăнни çынсем ăна тепĕр кун та сÿтсе явнинчен палăртма май килчĕ. Премьерăпа вырăнти артистсем иртнĕ ĕмĕрĕн чăн пурнăçне кăтартма пултарни паха.
Спектакле калăплаканĕсенчен пысăк пайĕ – районти культура çурчĕсенче тимлекенсем. Массăллă сценăсене Çĕрпелти, Хирпуçĕнчи, Санарпуçĕнчи, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри, Уйкас Кипекри тата Мăн Турхан ял поселенийĕсенчи ĕçченсене явăçтарнă. Тĕп рольсенче: Пăрчăкан – Марина Григорьева, Йăскар – Надежда Ванюшина, Çтаппан – Александр Иванов, Елюк – Надежда Казакова, Ванюк – Дима Иванов, Палюк – Евгений Кудрявцев, ял старости – Сергей Змеев, туй пуçĕ – Олег Семенов, Муççа – Владимир Муруков. Репетицисене январьти каникул хыççăнах тытăннă. Артистсене аякри ялсенчен эрнере икĕ хутчен Вăрнара килмелле пулни те хăратман.
Паллах, хăшĕсем сăнара уççăн калăплаймассинчен шикленнĕ – вĕсемпе Галина Васильевна режиссер уйрăмшар ĕçленĕ. Театр ертÿçине спектакле хутшăнакансен пысăк яваплăхĕ, тăрăшулăхĕ тĕлĕнтернĕ-савăнтарнă. Харпăр хăй ролĕ валли авалхи чăваш тумĕсене, ĕç хатĕрĕсене вĕсем ял çыннисенчен, ял музейĕсенчен ыйтса тупма пултарниех «Ялта» драмăн чăнлăхне кăтартма тăрăшнине яр уççăн çирĕплетет. Ку çеç те мар, сăнарсем хăйсене рольсенче курччăр тесе Галина Иванова мĕнпур труппăна Шупашкара профессионаллă артистсен «Ялта» вылявне пăхма илсе кайнă.
– Çак спектакль районти культура çурчĕсенчи ĕçченсене пĕтĕçтерчĕ, нихăçан та сцена çине тухман çынсен талантне палăртма май пачĕ, – терĕ Галина Васильевна.
Спектакль хыççăн режиссерта хавхаланупа пĕрле пăшăрхану туйăмĕ те пурри палăрчĕ. Ку декорацисем тĕлĕшпе йывăрлăхсем пуррипе çыхăннă иккен. Хальхинче ăна илемлетме ача-пăча пултарулăх çурчĕн преподавателĕнчен Людмила Порфирьеваран пулăшу ыйтма тивнĕ.
Хальлĕхе хыçалти фона маларахри çулсенчи ÿкерчĕксем сăн кĕртеççĕ. Галина Васильевнан вара, малалла та çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме ĕмĕтленекенĕн, декорацисене çав тери çĕнетес килет. Анчах та ыйтăвĕ укçа-тенкĕ патне пырса тĕрĕнет. «Культура туйăмĕллĕ пĕр-пĕр спонсор ăçта-ши?» – ассăн сывларĕ вăл.
Анчах та кулянса ларма вăхăт çук. «Ялта» драма кĕçех ялсем тăрăх тухса çÿрĕ. Апрелĕн 5-мĕшĕнче артистсене ав Çĕрпелте кĕтеççĕ. Элĕке, Йĕпреçе çитесшĕн.
Светлана ЧИКМЯКОВА.