Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă тăрăха – концертпа

02 апреля 2016 г.

Иртнĕ шăматкун Пăваялĕнчи культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ: нихăçан та килсе курман ялтан – Хирпуçĕнчен – концерт çитмелле-çке. Мĕншĕн-ха шăпах пирĕн яла суйласа илнĕ. Мĕншĕн тесен Хирпуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçинче Пăваялĕнче çуралса ÿснĕ Алина Волкова (хĕр чухнехи хушамачĕ) тăрăшать.

Алина Николаевна йышлă çемьере çитĕннĕ, ашшĕпе амăшĕн 8 ача пулнă, чи кĕçĕнни хулана каяс темен. Халĕ хăй те 5 ача амăшĕ. Мăшăрĕпе кил-хуçалăхра нумай выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, халăха сысна çурисемпе тивĕçтереççĕ. Мăшăрĕ çав таранччен ĕçчен çын, çĕр лаптăкĕ пысăк, техники те çителĕклех. Мĕнле ĕлкĕрсе пырать-ха Алина, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама та, мăшăрне пулăшма та, çав вăхăтрах хăйĕн юратнă ĕçĕнче палăрма та.

Культура çуртĕнче хальхи вăхăтра ĕçлеме çав тери кăткăс, ытларах çамрăксем клуба мар, килте компьютер умĕнче е тата укçаллă ташă каçĕсене ют яла е района çÿреççĕ. Концертсене хутшăнтарма çынсемпе, çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Алина Николаевнăн вăл енĕпе пултарулăхĕ çителĕклех.

Пысăк концерт йĕркелесе килсе савăнтарчĕ пире. Хăйсен хушшинчех вĕсен илемлĕ тумсем çĕлекен çĕвĕç те пур иккен. Кашни юррăн, кашни ташăн, çавăн пекех ачасен номерĕсен те тумĕсем расна. Никамран та пулăшу ыйтман, хăйсем материал илсе çĕлеттернĕ.

Концертра тĕрлĕрен илемлĕ юрăсем янăрарĕç, артистсен ăшран амаланса тухакан пултарулăхĕ иксĕлми.

Анна ПЕСКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика