Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесĕр пурнăç çук

02 апреля 2016 г.

Вăрнарти ачасен пултарулăх çуртĕнче Геннадий Максимов çыравçăн «Вăхăта парăнман юрату» кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Мероприятие автор хăй те хутшăнчĕ. Чăваш кĕнеке издательстви 2014 çулта пичетлесе кăларнă кĕнекине пахалама халăх йышлăн пуçтарăнчĕ.

Геннадий Максимов хăй çырнă хайлавсем тата малашнехи шухăш-тĕллевсем çинчен каласа пачĕ. Çыравçă кĕнеке еплерех çуралнин вăрттăнлăхне те уçрĕ. Пурнăçра хăй мĕн курни-илтни сăнарсене калăплама пулăшнă та. «Вăхăта парăнман юрату» кĕнекене виçĕ повеçпе пĕр калав кĕнĕ. Тĕнчере, Раççейре, Чăваш çĕршывĕнче пулса иртнĕ ырăпа тÿнтерлĕхсене автор хайлаври геройсен, ахаль çынсен пурнăçĕ витĕр вулакан патне çитерет. «Кĕнеке çыннăн ăс-хакăлне, тавракурăмне ÿстерме пулăшать. Çавăнпа та вуламалла, хăвна аталантармалла», – терĕ Г.Максимов. Вăл районти тĕп библиотека заведующине Н.Лукинана «Хыпар» хаçатăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Елена Светлая поэтесса вулакансене хăйĕн кун-çулĕпе тата кĕнекисемпе паллаштарчĕ, хăй çырнă сăвăсене вуларĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ырă туйăмсем çуратакан сăвăсем пурне те килĕшрĕç.

Тĕлпулура библиотекарьсемпе техникумра вĕренекенсем юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем те пулчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем кашнин чĕринчех ырă туйăмсем çуратма пултарчĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика