02 апреля 2016 г.
Ку сăмахсене каланă чух Анастасия Тихонован сăн-питĕнче, чăн та, çак утăма тунăшăн пăшăрхану та, иккĕленÿ туйăмĕ те палăрмарĕ. Эппин, ăна çуралнă ялĕнче тупăннă ĕç питех килĕшет. Тепĕр енчен, илĕртÿллĕ хĕр «çамрăксем яла вуçех юласшăн мар» текен çирĕпленнĕ йăлана та хирĕçлет.
Настя Пăртасри культура вучахне декабрьте «чĕртме» тытăннă. 22-ри хĕр ял çамрăкĕсене Çĕршыв хÿтĕлевçисен, юратакансен, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсем ячĕпе хаваслă мероприятисене илĕртме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Культура çурчĕ вырăнне вăтам шкулăн актовăй залне уйăрнăран уроксем хыççăн ачасемпе ĕçлессине вăйлатнă. Вĕренекенсем илемлĕ пултарулăх ушкăнне хаваспах çÿреççĕ, концертпа Волонтера, Çарăклăна, Кĕперлĕ Кÿлхĕррине çитсе савăнтарнă. Алăсталăхне те кăмăлласах вĕренеççĕ. «Ку ĕç хĕрачасене уйрăмах кирлĕ. Çыхма-тĕрлеме, тĕрлĕ япаласене илемлетме пĕлни нихăçан та ытлашши пулмасть», – тет Анастасия.
Хĕрĕн ĕмĕчĕсем пысăк – культура мероприятийĕсене вăл ытларах та ытларах çынна явăçтарасшăн, клубри кружоксенче аслăрах ÿсĕмри çынсене те ытларах курасшăн. «Вĕсем йышлăрах çÿресен ĕçлеме те çĕкленÿллĕрех», – тет вăл.
Пăртас хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнче дизайнера вĕренсе тухнă. Специальноçпе ĕçлеменнишĕн кулянмасть, тăвансем те, юлташсем те çывăхра тет..
Çĕнĕ ĕçре хăйне аслăрах ĕçтешĕсем, Пăртас ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, пулăшса пынине чĕререн хаклать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.