26 марта 2016 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 8-мĕшĕнче педагогсене олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕшĕн укçан хавхалантарас Указа алă пуснă. Пулăшăва Пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери шкул ачисен олимпиадисен, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн олимпиадин кăтартăвĕсем тăрăх параççĕ. Ача çĕнтерÿçĕ йышне лекнĕ пулсан, педагог 250 пин тенке, призер пулсан – 150 пин тенке тивĕçет.
Эппин, вĕрентекенсен ăнтăлма сăлтав пур. Районта акă шкулсем Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципаллă тапхăрне хутшăннин рейтингне çирĕплетнĕ. Малтисен йышĕнче Вăрнарти 1-мĕш, Ярмушкари, Кÿстÿмĕрти, Калининăри, Аçăмçырминчи вăтам, Туçи Çармăсри, Чăрăшкас Хирлепри, Туçи Мăратри тата Шĕнер Ишекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем.
Регионти тапхăра 11 предметпа 24 вĕренекен хутшăннă, пиллĕкĕн призерсем пулса тăнă. Вăрнарти 2-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Ильина вырăс чĕлхипе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕрентекенĕ – Елена Николаевна Горбунова.
Кÿстÿмĕр шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Сотникова хими предмечĕпе çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Ку шкулти тепĕр вĕренекен – 9-мĕш класри Анюта Ерлыгина – биологи предмечĕпе призер. Ачасем иккĕшĕ те Людмила Геннадьевна Григорьеван пуçарăвĕпе пĕлĕве пуçа хываççĕ.
Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен республикăри тапхăрĕнче вăрнарсен çавăн пекех обществознанипе те çитĕнÿ пур. Çирĕп пĕлÿпе палăраканĕ – Вăрнарти 1-мĕш шкулти 10-мĕш класри Елена Казакова. Вĕрентекенĕсем – Александр Геннадьевич Чернов тата Зоя Петровна Казакова.
Хапăс шкулĕнчи 11-мĕш класри Филипп Почемкин вара ОБЖ енĕпе çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Призера олимпиадăна хатĕрлекенĕ – физкультурăпа ОБЖ учителĕ Дмитрий Владимирович Герасимов.
Чăваш ен Пуçлăхĕн Указне тĕпе хурса район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем умне олимпиадăсене хутшăнакансен шутне çеç мар, призерсен йышне те ÿстерме тĕллев лартнине палăртрĕ. «Результатсем илме пĕтĕм майсем пур», – терĕ вăл.
Светлана ЧИКМЯКОВА.