26 марта 2016 г.
Кăнтăрла иртни пĕр сехет. Пăрăва çитерме вăхăт. Витре илсе сарайне тухрăм, ĕнене йыхăртăм. ,не сăвасси ял çыннишĕн, вăл арçын пулсан та, питех йывăр мар. Пăрушки те çут тĕнчере эрне анчах пурăнать, çапах та вăл сĕте тирпейлĕн лăрăплаттарса ячĕ.
Юлнă сĕте пÿрте кĕрсе тирпейлесе лартрăм. Хырăм выçма пуçларĕ. Тин сĕрнĕ ăшă сĕте кăпăшка хура çăкăр татăккипе çиес тесе сĕтел хушшине вырнаçрăм. Куркари сĕтрен, ăшă çăкăр чĕллинчен пÿлĕмре тĕлĕнмелле тутлă шăршă сарăлчĕ. Васкаса çиме пуçларăм.
Çыннăн апат рационĕнче яланах сĕт тата унран тунă продуктсем пулмалла теççĕ. Кунне-çĕрне пăхмасăр ялта ĕçлесе 5 пуслăх тупăш илекенни те, çак сĕте йÿнĕпе туянса хаклăрах хакпа сутаканни те, çĕршыв пуянлăхне сутса кунне 4–5 миллион кĕсйине чикекенни те – пурте юратаççĕ ĕне паракан юр-вара. Анчах вăл сĕтел çинчен ан татăлтăр тесен ял çыннин пайтах хура тар тăкмалла. Сĕтĕн пысăк пайне килти хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Ял çынни, ку шутра пирĕн çемье те, ытлашши сĕте тупăшлă вырнаçтарма тăрăшать.
Туянакансем сĕт хакне 20 тенкĕрен 15 тенке çити йÿнетрĕç. Пĕлтĕр лару-тăру урăхларахчĕ. 15 тенкĕ апрелĕн 11-мĕшĕнче тÿлерĕç, кăçал вара маларах. Пĕлместĕп: çуркунне çĕршыва таçтан сĕт юханшывĕсем юхса çитеççĕ пулĕ. Сĕт ыйтăвĕ тавра миçе çул калаçу татăлма пĕлмест. Усси курăнмасть-ха. Нивушлĕ влаçрисен хура халăх еннелле кăштах утăм тумалла мар?
Ĕне муклатни шухăшсене сирчĕ, апат ыйтать пулас. Эх, Точка, эсĕ те ватăлса пыран. Тем, сан хыççăн урăх ĕне тытас кăмăл çукрах. Самана лайăх енне улшăнасса кĕтни уйăх патне çуран утнă пекех туйăнать.
В.ИЛЬИН.
Çĕньял Хапăс.