26 марта 2016 г.
«Гвардеец» хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче темиçе çул каялла тĕрлĕ техника ларнă. Хĕлле те, çулла та кунтан вăйпитти арçынсем татăлман. Фермăра та ĕне выльăх тăнă. Халĕ вара паркра трактор сасси те, витере пăру кăшкăрни те илтĕнмест. Ăçталла ан пăх – унта пушăлăх.
Мехпарк пулнă вырăнта акă пĕр ватă çынна асăрхарăм. Унпа калаçу пуçартăм.
– Эпир пенсие тухнă ĕнтĕ, юрать-ха патшалăх уйăхсерен паракан укçа-тенкĕ пурăнмалăх çитет. Анчах та çамрăксене шалккă. Вĕсем валли ялта ĕç çук-çке, – терĕ кинемей.
– Хуçалăха арканассинчен сыхласа хăварма май килмерĕ-и?
– Парăмĕсем нумай пулчĕç пулмалла тата хуçалăха ертсе пыракансем малашлăха пăхса пурăнманни те саланасси патне илсе çитерчĕ-тĕр.
Ватă çын каланă тăрăх, аркатма хăвăртах. Хăй вăхăтĕнче объектсене халăх вăйĕпе çĕкленĕ. Ял çыннисем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ. Халĕ акă мехпарк вырăнĕнче те, ытти çĕрте те шăплăх хуçаланать.
Кинемей сĕннипе машинăпа трактор паркĕ пулнă территорие кĕтĕм. Кунта автомашина е трактор ларнине асăрхаймăн, кивелнĕ техникăна та кураймăн. Пĕр сăмахпа каласан, мехпарк территорийĕн пĕр пайне хыт-хура çавăрса илнĕ. Шел те, «Гвардеец» хуçалăх арканнă май унăн ячĕ те юлман – йĕри-тавра хуçасăрлăх хуçаланать. Мехпаркри шăплăх ял çыннин чĕрине нивушлĕ ыраттармасть-ши? Паллах, канăçсăрлантарать, анчах нимĕн те тăваймăн.
Çул çинче çамрăксен пĕр ушкăнне куртăм.
– Ялта кичем мар-и? – ыйтрăм вĕсенчен.
– Пĕтĕмпех шăплăх айне путрăмăр, – пĕлтерчĕ хăюллăраххи. – Мĕнле пурăнас килет – хăвăн ирĕк, ир çинче сана пырса чăрмантаракан та çук. Хуçалăх арканнă хыççăн ĕçе чĕнекене асăрхаймăн çав. Вырăнта, çуралса ÿснĕ кĕтесре пурăннипе ырлăх-пурлăх тума майĕ çителĕксĕртен Мускав тăрăхне ĕçлеме кайма тивет. Ярмушкара интересĕ сахалтарах, çавăнпа çамрăксем ялта тытăнса тăмаççĕ, хулана кайса тĕпленме тăрăшаççĕ.
Яшсене хуçалăх арканни хытă пăшăрхантарать. Çĕнĕрен йĕркелесе тума вара ай питех те йывăр.
Юрий КОРНИЛОВ.