Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя çиеле тухнă

26 марта 2016 г.

Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тишкерекен иккĕмĕш пайĕ Вăрнар районĕнче вырнаçнă сĕт тирпейлекен заводăн унчченхи директорĕ тĕлĕшпе уйрăмах пысăк виçеллĕ мушенникла ĕçсемшĕн çĕнĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви айăплă тесе шутланакан çын 2012 çулхи виççĕмĕш кварталшăн налук вычечĕсен йышне хушма хакшăн хуракан налук декларацийĕпе суя сведенисем кĕртнĕ. Чăннипе предприятин вăл кăтартнă пек икĕ предприятипе нимĕнле финансапа хуçалăх хутшăнăвĕсем те пулман. 2013 çулхи февральте çак суя документпа вăл налук инспекцине НДС тÿленин ытлашши суммине – 2 млн та 800 пин ытларах тенке – тавăрма ыйтса заявлени тăратнă. Налук инспекцийĕн сотрудникĕсем фигурант сведенисен чăнлăхне «ĕнентернине» кура асăннă суммăна предприяти счечĕ çине куçарса панă. Директор ку укçапа хăйне кирлĕ пек усă курнă.

Маларах айăплă тесе шутланакан çын тĕлĕшпе организацирен уйрăмах пысăк виçепе налуксем хывманшăн (2012 çулшăн 18 млн та 600 пин тенкĕ ытла) уголовлă ĕç пуçарнă.

Хальхи вăхăтра уголовлă ĕçсене пĕр производствăна пĕрлештернĕ, ăна уçăмлатассипе следстви тĕпчевĕсем пыраççĕ.

Следователь ыйтнипе суд айăплă тесе шутланаканăн BMW X5 автомобильне арестленĕ. Информаци техникине, бухгалтери тата ытти документсене, вăл шутра налук органĕнчен те, тытса илнĕ.

 Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕ вĕрентÿ ĕçне лицензисĕр пурнăçланăшăн ун заведующийĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнине, документа илме хушса район судне тавăç тăратнине пĕлтернĕччĕ. Вăрнар район прокурорĕ юстици аслă советникĕ Ильфак Мифтахутдинов пĕлтернĕ тăрăх, суд прокурорăн тавăçне тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика