26 марта 2016 г.
Çĕнĕ Шупашкарти следстви комитечĕ Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн 24-ри оперуполномоченнăйĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, асăрханмасăр çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕшĕн айăплаççĕ (РФ УК, 264 ст., 1-мĕш пай).
Следстви версийĕпе, 2015 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче каçалапа арçын, хăйĕн Ford Fokus автомобилĕпе пысăк хăвăртлăхпа пынăскер, Шупашкар районĕнче 55-ри арçын çине кĕрсе кайнă. Çуран пыракана пулăшас вырăнне вăл инкек вырăнĕнчен тарса çухалнă. Машина айне пулнă, тăнне çухатнă арçынна кăшт вăхăт иртсен çул-йĕрпе патруль службин ĕçченĕсем асăрханă, сиплев учрежденине ăсатнă. Больницăра ун аллисем, урисем, виçĕ аяк пĕрчи хуçăлнине палăртнă.
Авари вырăнĕнчен тарса çухалнă полицейские тепĕр кунне шыраса тупнă. Суд йышăнăвĕпе ăна пĕр çулталăклăх руль умне ларма чарнă.
Уголовлă ĕç тĕлĕшпе ултă суд экспертизи ирттернĕ, вăл шутра медицина, трасологи тата ытти енĕпе те. Уйрăммăн илсен, следстви эксперименчĕ çул çинчи курăнаслăх пулнине шута илсе, çавăн пекех айăплă çын çул-йĕр правилисене пăсман пулсан вăл çуран пыракан çине кĕрсе кайман пулнине палăртнă. Генетика экспертизи автомобиль çинче тупнă çÿç инкеке лекнĕ çыннăн иккенне кăтартнă. Служба тĕрĕслевĕ хыççăн полицейские дисциплинарлă явап тыттарнă. Уголовлă ĕçе Шупашкар район судне ярса панă.