26 марта 2016 г.
Раççей Уголовлă кодексĕн 264-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн автомобиль е ытти транспорт рулĕ умне ÿсĕр ларнăшăн, медицина свидетельстви тухма килĕшменшĕн е çул-йĕр правилисене пăснипе унччен судлашнă тĕслĕхсем пулнăшăн водительсем çине явап хурассине вăйлатнă. Анчах та мерăсен çирĕплĕхне пур автомашина хуçи те пăхăнать-и – ку тата ытти ыйтусем пирки уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен районти инспекци пуçлăхĕнчен Валерий КУЗЬМИНРАН ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Валерий Васильевич, малтанах статьян айăплав мерисемпе паллаштармалла-тĕр...
– Чăн та, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн сферинче право йĕркине пăснăшăн 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен яваплăха ÿстерни пĕлтерĕшлĕ. Ку саккуна пăснăшăн 200 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран е пĕр шалу е ытти тупăш виçи чухлĕ штраф хураççĕ. Айăплă çыннăн пĕр çулталăкран тытăнса икĕ çул таран палăртнă должноçе йышăнма е виçĕ çул таран палăртнă ĕçре вăй хума юрамасть.. Право йĕркине пăсакана çавăн пекех 480 сехет таран обязательнăй майпа е вăйпа ĕçлеттерме палăртма пултараççĕ. Айăплавăн тепĕр мери – икĕ çул таран ирĕкрен хăтарма пултарни.
– Питĕ кăсăклă, çирĕп мерăсене те пăхăнман водительсем районта нумаййăн-и?
– Кăçалхи цифрăсене илес пулсан ку статьяпа инспекци учечĕ витĕр 7 çын тухнă, вĕсенчен улттăшне обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме йышăннă, пĕрне условнăй срок панă. Вĕсенчен халĕ нихăшĕн те руль умне ларма ирĕк çук.
Çавăнпа автотранспорт хуçисене тилмĕрсех каласшăн: тĕрмене лекес мар тесен саккуна та çирĕп пăхăнмалла – эрех-сăра сыпнă пулсан руль умне лармалла мар, енчен те хăйсем тĕлĕшпе айăплав мерисене палăртнă пулсан вĕсене çирĕп пăхăнмалла.
– Эсир ытти айăплав тĕсĕсенче палăрнă çынсене те сăнаса тăратăр. Пĕтĕмĕшле цифрăсем еплерех-ши?
– Пĕлтĕрхи кăтартусене илес пулсан, инспекцире 159 çын учет витĕр тухнă. Вĕсенчен 63-шĕ – ирĕкрен условнăй майпа хăтарнисем, 34-шĕ – обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме палăртнисем (30), 30-шĕ – ĕçлесе юсанмалла айăпланнисем, 23-шĕ – ирĕклĕхе чакарнисем. Юлашки йышран 17-шĕ электронлă браслетсемпе çÿренĕ. 36 çынна амнистие пула учетран кăларнă. Пĕрин тĕлĕшпе айăплава тепĕр тапхăра куçарнă. 18 водителĕнне прависене туртса илнĕ.
– Тĕрĕслевлĕ айăплав тапхăрĕнче ку çынсем хăйсене мĕнле тытаççĕ-ха?
– Уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен районти инспекци киревсĕр ĕçшĕн айăпланă, анчах ирĕкрен хăтарман граждансем хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслесе тăрать, çав вăхăтрах вĕсем çĕнĕрен преступленисем тăвассине асăрхаттарма мерăсем йышăнать. Инспекцири учетри мĕнпур çынна асăрхаса-тĕрĕслесе тăратпăр. Вĕсене пурне те тимлĕхре тытатпăр. Регистрацие килсе çÿренисĕр пуçне кашнинех пурăнакан вырăнта е ĕçре хăйсене мĕнле кăтартнине сăнатпăр.
Шел те, обществăран уйăрмасăр айăпланнă хăш-пĕр граждансем тÿрленме панă шанăçпа усă курасшăн мар. Пĕлтĕр акă 28 çынна чарусене çирĕп пăхăнманшăн тĕрлĕ айăплав тĕсĕсемпе колоние ăсатнă. Кăçал хăйсене япăх енчен кăтартнă сакăр çынна йĕплĕ карта леш енне яма тиврĕ.
– Калаçушăн тав.
Светлана ЧИКМЯКОВА.