16 марта 2016 г.
Юлашки вăхăтра республикăра ял шкулĕсене хупаççĕ текен сас-хура сарăлнă. Чăваш ен вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ку тĕлĕшпе комментари панă май, «кунашкал задача пулманнине» палăртнă. «Пирĕн тĕллев – ачасене вĕренме лайăх условисем туса парасси, вăл шутра – яллă вырăнта пурăнакансем валли те», – тенĕ вăл.
Владимир Иванов иртнĕ çул Чăваш енри 21 шкул Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕнине аса илтернĕ, вăл шутран 12-шĕ – ял шкулĕсен 200 ТОПĕнче. «Çакă – вĕрентÿ тытăмĕн ытти çулсенчи пĕтĕмлетĕвĕ, – палăртнă вăл, – эпир ялсенче хальхи вăхăта тивĕçтерекен вĕрентÿ тата лаборатори никĕсĕллĕ, вăйлă педколлективсемлĕ шкулсем туса хутăмăр, ачасем ăçта пурăннине пăхмасăр пахалăхлă пĕлÿ илччĕр, кайран вĕренĕве професси паракан учрежденисенче тăсчăр тесе тăрăшрăмăр».
2015 çула пĕтĕмлетнĕ май, вĕрентÿ министерствинче халĕ район-хула администрацийĕсен, вĕрентÿ пайĕсен пуçлăхĕсемпе тĕлпулусем иртеççĕ, вĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен сечĕ, уйрăмах ялсенче, мĕнле аталаннине тишкереççĕ.
– Пире хальхи вăхăтра яллă вырăнта 30–50 ача кăна вĕренекен тĕп шкулсен йышĕ пысăкланни хумхантарать. Республикипе илес пулсан, çулсерен шкул ачисен шучĕ 5 пине яхăн пысăкланать пулин те. Халĕ Чăваш ен шкулĕсенче 127 пине яхăн ача пĕлÿ илет, 2020 çул тĕлне вĕсен йышĕ 155 пине çитмелле. Хулари хăш-пĕр шкулта икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Пирĕн çывăх пилĕк çулта ку ыйтăва татса памалла, – пĕлтерет министр.
Ун сăмахĕпе, уйрăм шкулсене хупни – урăхла нимĕн те тума май çуккипе çыхăннă, çак утăма ачасене юнашарти пысăк шкула автобуспа турттарма май пулсан çеç тăваççĕ. Владимир Иванов: «Анчах та çакă шкулсене хупасси тĕп тĕллев пулнине пĕлтермест. Пирĕн ачасене аталанма паянхи куна тивĕçтерекен условисем туса памалла».