Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан та парăнман

16 марта 2016 г.

Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Прасковья Муратовăпа ăнсăртран паллашрăм. Ывăлĕ Федор хăйсем патне пырса курма чĕнчĕ те – хирĕçлеме пултараймарăм. Ватăпа кĕске вăхăтра пĕр чĕлхе тупрăмăр. Сăмах çине сăмах – калаçу хăй еккипе малалла шума пуçларĕ.

– Эпĕ вырăс. Чулхула облаçĕнчи Сергач районне кĕрекен Блогородски ялĕнче çуралса ÿснĕ, – терĕ 86-ри кинемей.

– Вăрнар тăрăхĕнче чылайранпа-и. – ыйту памасăр чăтаймарăм эпĕ.

– 1952 çулта качча тухрăм та Вăрнара килсе çаклантăм. Çавăнтанпа çакăнта, район центрĕнче пурăнатăп. Мĕн каламалли пур, çулсем малаллах каяççĕ, çавна май вăй-халĕ кунран-кун тенĕ пекех чакса пырать. Çамрăк вăхăта вара каялла тавăраймăн, – салхулланчĕ П.Муратова.

Калаçнă вăхăтрах тарăн йĕрсемпе каскаланнă питне шăла-шăла илчĕ. Пĕр минут пек шарламасăр ларчĕ те çапла хушса хучĕ:

– Урама тухаймастăп эпĕ, пÿртре ларатăп. Телевизор пăхатăп, хаçат вулатăп. Юрать-ха Федор ывăлăм юнашар. Вăл мана, чирлĕскере, кунсерен пăхать. Унпа калаçатăп та – чуна уçатăп.

Прасковья Ивановна мĕн ачаран ĕçе юратнă. Шурă кулачпа пыл çисе ÿсмен, шкул çулĕсенчех укçа-тенкĕне ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр алла тытма май çуккине ăнланса илнĕ. Çавăнпах çăкăра хакланă, ăна яланах тирпейлĕ тытнă. Ялти шкулта ăс пухнă, анчах та çичĕ класс пĕтерсен вĕренме май килмен, ăс-тăн çивĕчлĕхне туптас вырăнне колхоз уй-хирĕнче пиçĕхме тивнĕ. Иртен пуçласа каçченех канлĕхе çухатса тимленĕ. Мĕнех тăвăн, пурнăçăн йăли çавнашкал-çке: килте ларнипе нимĕн те пулмасть. Çавăнпа та тăван хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсенче хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать те вăл. Вăрнара килсен обществăлла апатлану тытăмне ĕçе вырнаçать, поварта тимлеме пуçлать. Пĕрремĕш номерлĕ столовăйра аслă поварта нумай çул вăй хурать.

Юратнă мăшăрĕ-и. Çук унпа пĕрле халĕ. Çывăх çынни пурнăçран уйрăлса кайнăранпа хĕрĕх çул çитнĕ. Шел пулин те иртнине тавăрма май çук. Мăшăрне – Серафима халĕ те ĕнерхи пекех ас тăвать. Унăн йăл кулли, кĕлетке хусканăвĕ, ăшшăн калаçни паян та куç умĕнчех. Иккĕшĕ икĕ ывăл кун çути парнеленĕ. Юратнă çынни çĕре кĕрсен йывăрлăхне нумай тÿснĕ пулин те хуçăлса ÿкмен П.Муратова, юратнă тĕпренчĕкĕсем хавхалантарса тăни, унăн сăмахĕнчен иртменни пурнăç урапине тÿрĕ çулпа кустарма май панă.

Хăвна шанса панă ĕçе юратни çеç çителĕксĕр, çынлăхпа та палăрмалла. Прасковья Ивановна халăх уттипе тан утма пĕлнĕ. Вăл ĕç ветеранĕ шутланать. Федор ывăлĕ пĕрле пулни ăна вăй-хăват парса тăрать. Чир-чирĕ систерсен те кулянса ларма юратмасть.

Юрий КОРНИЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика