Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне – пурнăç тыткăчи

16 марта 2016 г.

Вăрмар тăрăхне хăнана кайма тухрăм. Автобусра манпа юнашар вăтам çулхи арçын пырса ларчĕ. Пичĕ çинче самаях пĕркеленчĕк йĕрсем, тăнлав тĕлĕнче кăвакарнă çÿç пайăркисем курăнаççĕ. Куçĕсем ырă та тарăн шухăшлă. Ун çине сăнарах пăхнине туйнăран-ши: «Анне çут тĕнчерен уйрăлса кайни ыран çичĕ çул çитет. Кашни асăну кунне яла çÿретĕп», – терĕ хăйпе паллаштарса.

«Амăшне еплерех юратнă...», – тетĕп ăшра. Анатолий манăн шухăша вуланă евĕр калаçăва малалла тăсрĕ.

– Анне умĕнче хама айăплă туятăп. Мĕншĕн чĕрĕ чухне хамăр юратăва кăтартма вăтаннă-ши. Шутлатăп та, хуларан хитре тумтир илсе кайма пĕлмен-ши. Çитĕннĕçемĕн ăшă сăмахсем калама та вăтаннă вĕт, – те хăйне лăплантарас тесе, те сĕнÿ парасса кĕтсе ман çине ыйтуллăн пăхрĕ арçын.

– Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Çамрăк чухне вăхăта хакласа чĕре витĕр кăларма ăс-хакăл çитмест пуль, – теме кăна пултартăм.

Анатолий сăмахĕсем мана та тарăн асаилĕве кĕртсе ячĕç. Куç умне тăван ял, ачалăх, атте-анне тухса тăчĕç. Чун-чĕрере ырăлăх, темĕнле ăшăлăх çуралчĕ. Нумай çул иртрĕ пулин те, ачалăх тапхăрĕ уйрăмах асăмра юлнă.

Аттепе анне, Антон Архиповичпа Анна Петровна, тĕлĕнмелле ĕçчен çынсем пулнă. Паллах, ултă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратма çăмăлах пулман вĕсене. Ларса каннине курманпа пĕрех. Нуши-тертне те нумай тÿснĕ аттепе анне. Ырми-канми вăй хунă, пире те ĕçе вĕрентнĕ.

Атте пултаруллă çын пулнă, алли питĕ ăстаччĕ. Вунулттă тултарсан ялти тепĕр икĕ çамрăкпа вĕсене Хĕвелтухăçне ФЗО шкулне вĕренме янă. Поезд çинче вăрçă пуçланни çинчен усал хыпар илтнĕ. Çичĕ çул хушши тăван çĕртен аякра пурăнма тивнĕ. Яппун самурайĕсем тапăнасран вĕсене резервра тытнă. Строительство специальноçĕпе пĕрле çар ĕçне те вĕреннĕ. 1948 çулта вăл çуралса ÿснĕ яла таврăннă, аннепе паллашса çемье çавăрнă, пурнăç урапине йĕркелесе-майлаштарса пынă.

Анне тесен, килти тĕпел кукринчи кăмакаран тухнă тутлă та техĕмлĕ çăкăр шăрши, вĕри яшка пăсланни аса килет. Ача нумай пулнă пирки аннепе юнашар çывăрма черет йышăнни... Эпĕ минтер илеттĕмччĕ те ура вĕçне те пулин вырăн тупса вырнаçаттăмччĕ. «Ах, çак Надьăн урисем яланах сивĕ», – тесе ăшă аллисемпе сăтăратчĕ.

Ял ачисен ачаш ÿсме вăхăт пулман: пĕчĕклех килти хуçалăхра, выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашнă. Кĕрепле аври тытмалăх ÿссенех колхоза илсе тухнă. Теме те ĕлкĕрнĕ, шкулта япăх вĕренмен.

Атте-анне сывă, юнашар чух эпир, ачасем, пуян. Пурнăçра пире вĕсем пек никам та ăнланмасть, каçармасть, юратмасть. Çакна хамăр анне пулсан кăна лайăх ăнланса илетпĕр.

Тен, çак йĕркесене вулакан, кая юлса та пулин, хăйне ÿпкелешмесĕр, çывăх çынсене чĕрере упранакан ăшă сăмахсене паянах уçса калĕ...

Надежда

НАЛИМОВА-ЧУДАКОВА.

Кушар Юнтапа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика