16 марта 2016 г.
Инвалидсен районти обществин пленумĕ иртрĕ. Унăн председателĕ В.Викторов çулталăк хушшинче пурнăçланă ĕçсемпе, малашне мĕн палăртнипе паллаштарчĕ. Хăйĕн отчетĕнче ытларах инвалидсене кăсăклантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Районти, республикăри мероприятисене хутшăннă инвалидсене ятран ырăпа асăнчĕ. Шашка-шахмат енĕпе яланах малти вырăнсене йышăнакансем: Виссарион Афанасьев (Малти Ишек), Евгений Никитин (Çĕрпел тăрăхĕнчен), Владимир Ржанов (Калинино тăрăхĕнчен). Çавăн пекех хастарлăх кăтартакансем: Л.Н.Ефимова, Е.Ф.Сергеева, В.Л.Тимофеева. Мĕнпур мероприятие, экскурсисене кайма, ирттерме пулăшакан уйрăм усламçăсене тав турĕ.
Ыррипе пĕрле çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕ. Уйрăмах ял администрацисен çумĕнчи инвалидсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем начар ĕçленине каларĕ. Е тата хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче председательсем вуçех çук.
Районĕпе икĕ пин ытла инвалид шутланать пулсан, районти обществăра учет карточкисенче 500 ытларахăшĕ çеç тăрать. Çакă питĕ пысăк çитменлĕх. Малаллахи тĕп ыйту – кашни инвалида шута илесси, вĕсемпе ĕçлесси, утса çÿрекеннисене кашни мероприятие хутшăнтарасси, çавăн пекех килтен тухайманнисемпе тĕл пулса, киле кайса çÿрессине йĕркелесси. Вĕсем сывă çынсем хушшинче хăйсем чирленине ан туйччăр.
Çавăн пекех ревизи комиссийĕн председателĕ Елена Сергеева тĕрĕслевпе паллаштарчĕ. Çитменлĕхсене тупса палăртман.
Пленумра 2016 çулхи ĕç планне тата сметăна пăхса тухса çирĕплетрĕç. Районти инвалидсен обществин вырăнти ял администрацийĕсемпе пĕрле ĕçлесе пымаллине асăрхаттарчĕç.
Анна ПЕСКОВА.