16 марта 2016 г.
Руçре Çăварни эрнине хаваслă ирттерекене çулталăк тăршшĕпех ăнăçу кĕтнине палăртнă. Поселокри «Рябинка» ача садĕнче кĕçĕннисене уявпа тата символикипе паллаштарчĕç.
Иртнĕ эрнере педагогсем ача садне çÿрекенсене çăварни уявне чĕнчĕç. Кĕçĕннисене юмахри сăнарсем – Çуркунне, Юрлă хĕл, Емеля, Базилио кушак аçи, Алиса тилĕ, Юр-каччă тата Тухатмăш – савăнтарчĕç. Ачасем те çуллă икерчĕ çирĕç, вăйăсенче хавхаланчĕç.