16 марта 2016 г.
Поэтсем хушшинче харпăр хăй çинчен ним каламаннисем те тĕл пулаççĕ. Пейзаж сăнлаканра автор ĕмĕлкин сĕмĕ пур тейĕпĕр. Историлле событисене хак параканăн позицине уйăрма пулать. Кусем мана çырлахтармаççĕ. Чун витĕр тухманни чуна тивмест, шухăш киммине çырантан юхăм çинелле тĕкеймест. Харпăр хăйне кисрентерсе кĕтмен çĕртен çавăрттарса хуни çеç сана та кисрентерет. Сергей Есенин, Владимир Маяковский, Николай Рубцов, Виктор Боков, Василий Федоров, Евгений Евтушенко çырнисенче яланах хăйсем пур. Поэтра мана субъективлăх факторĕ килĕшет. Çак вăхăта, çак çынсене хăвăнтан эс мĕн каласшăн. Лианăна вуласа, пичетлесе пынă майăн сăввисене пухса ахальтен мар кĕнеке тума сĕнтĕм: ялти ку саманари хĕрарăм кун-çулĕ çинчен питĕ вырăнлă паха кăларăм пулса тухрĕ. Эпиграф вырăнĕнче автор С. Есенин сăмахĕсемпе çапла асăрхаттарма пултарнă: «Сăввăмсем, каласа кăтартам-ха, эппин, лăпкăн çеç хамăн пурнăçăм çинчен». Геройсем-персонажсем пĕтĕмпех тавралăхри чăн пурнăçран. Çав шутра _ Тăван çĕршывăн ĕмĕр тав туса пурăнмалăх паттăрĕсем. Ăшпиллĕ тăван-пĕтене, пурнăçра пултарулăх пилленисене халалланă йĕркесем. Лиана Родионовна пĕр хăйне майлă чĕлхепе çырать, ăна «юсама-тÿрлетме» май çукрах. Эппин, çаплах çыртăр. Пултарулăхне туптас кăмăлĕ те ан сĕврĕлтĕр.
Сăвă çыракана Лев Толстой сухапуç хыççăн ташласа пыраканпа танлаштарнă. Ташăçин чун-чĕри хĕпĕртесе ташлать, вăл пĕлет: пурнăç тыткăчи хура çăкăр хура çĕре юратса, тар тăкса ĕçлесен пулать.
Алексей Воробьев каланăччĕ: хăй сассипе кашни юрлатăр. Кашни хăйне кура маттур. Пурне те кăмăлпа юратăр. Анчах ан манăр: шăпчăк пур.
Лиана Григорьева Пуканкассипе Элмен тăрăхĕн, Чашмапа Шур Çырми таврашĕсен ырми шăпчăкĕ евĕр юрлатăр.
Михаил ВАСИЛЬЕВ.