12 марта 2016 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулса эконом-класлă çурт-йĕр çĕклес, «Раççей çемйи валли çурт-йĕр» программăна пурнăçа кĕртес, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсассипе взноссем пухас, граждансене çĕрĕшнĕ çурт-йĕртен куçарас, вăрçă участникĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă.
Республикăра çурт-йĕр строительстви, халăх хваттерсем илме пултараслăхне ÿстересси влаçсен асăрхавĕнчех. Халĕ Чăваш енре территорисене комплекслă çĕклес тĕлĕшпе 56 проект ĕçлет, планланă фонд – 7 млн тăваткал метр. Çавăн пекех 210 пин тăваткал метртан кая мар эконом-класлă çурт-йĕр хута яма палăртнă.
Михаил Игнатьев Михаил Мене Чăваш ен социаллă программăсемпе мĕнпур обязательствăна туллин пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ.
Раççей Минстрой ертÿçи экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру ансат мар пулин те регион строительство калăпăшне сыхласа хăварнине ырласа палăртнă. Вăрçă участникĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма республикăна федераци бюджетĕнчен хушма укçа уйăрнине пĕлтернĕ. 2010–2015 çулсенче республикăри 1370 вăрçă инваличĕпе ветеранне çĕнĕ, хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ.
Халăх тĕплĕ юсавшăн тÿлевсем хывасси те ÿснĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне халăхăн 90 проценчĕ укçа тÿленĕ.