Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан утаççĕ

12 марта 2016 г.

Пурнăçпа тан утаççĕ

Калининăри ветеринари лечебницинче ĕçлекенсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Михаил Ржанов заведующи малтанах пÿлĕмсене кăтартса çÿрерĕ, унтан ĕç-хĕл çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Паянхи кун штатра виçĕ врач, икĕ фельдшер, пĕр санитарка тата тепĕр водитель. Ялсене е райцентра çитсе килме автомашина та пур. Техника час-часах çула тухать: пĕр-пĕр ялта уйрăм çыннăн выльăхĕ чирлесе ÿкнĕ-и – вăхăта вăраха ямасăр чĕннĕ çĕре çитме васкаççĕ. Кунти ĕçченсем Калинино таврашĕнчи 25 ялти выльăх-чĕрлĕхшĕн яваплă. Çавăнпа та пÿлĕмре ларнипе çеç ĕç тумаççĕ, тухса та çÿреççĕ% выльăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен укол тăваççĕ. Ветлечебницăра ĕçлекенсене дежурство та туса панă. Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн кăнтăрлахи вăхăтра кăна вырăнта пулаççĕ, каçхине вара лармаççĕ. Апла пулин те пĕр-пĕр çыннăн выльăхĕ аптраса ÿкнине пĕлсен çурçĕр иртнине те пăхмаççĕ – ун патне çитеççех.

– Эпир анчахрах хамăр патра выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пункт уçрăмăр, мĕншĕн тесен вăл ял çыннисене питех те кирлĕ, – терĕ М.Ржанов заведующи.

– Кирлĕ оборудованипе инвентарь çителĕклĕ пулĕ? – ыйтрĕ районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеев.

– Мĕн кирли пурте пур, – пĕлтерчĕ Михаил Иванович.

Вăл ĕнесене ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе искусствăлла майпа пĕтĕлентерни сывă та продуктивлă пăру илмелли меслет пулнине пĕлтерчĕ. Шел пулин те, ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра хăйсем выльăхсене килти хуçалăхра çитĕнтернĕ вăкăрпа чуптарать.

– Килти выльăхпа усă курни пĕчĕк продуктивлă пăру илнипе пĕрлех ерекен чирсем – виброз, трихомоноз, летоспироз сарăлас хăрушлăха та ÿстерет, çавăнпа та ĕнесене искусствăлла майпа лайăх вăрлăхпа пĕтĕлентермелле, – асăрхаттарса каларĕ выльăх тухтăрĕ.

Калаçуран ăнланма пулчĕ% килти вăкăрпа чуптарни усăллă мар. Уйрăм çынсем чĕнсен аякри ялсене автомашинăпа та çитсе килĕç. Чуптарасси тÿлевлĕ – сакăрçĕр тенкĕ. Кайран, кирлĕ документсем тăратсан, темиçе процентне каялла тавăрса параççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен выльăх тухтăрĕсенчен хăйсенчен ыйтмалла – вĕсем туллин хуравлĕç. Килти вăкăрпа чуптартăн – субсиди илейместĕн, мĕншĕн тесен выльăх «хуçи» чек параймасть-çке. Искусствăлла майпа пĕтĕлентернин тепĕр лайăх енĕ – врач ĕнене тĕплĕн тĕрĕслени. Чирлĕ-и е сывă-и – çакна кĕске самантра пĕлме пултарĕ. Чирĕ вара выльăхсене те çакланать.

Михаил Ржанов заведующи çывăхрисене хăйсем патне килме ыйтрĕ. Çавăн пекех вăл, вăхăт пуррипе усă курса, сĕт пахалăхне тĕрĕслемелли прибора та кăтартрĕ. Унпа продукцири çу хисепне вунă минутранах пĕлме пултаратăн иккен.

Калининăри ветлечебница ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çакна туйса илтĕм% выльăх тухтăрĕ çине яваплăх нумай тиенет. Мĕнех калăн, ĕçĕ чăннипех те пархатарлă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика