12 марта 2016 г.
Калининăри «Светлячок» ача садĕнче аслă воспитательте ĕçлекен Надежда Геннадьева ирех канăçа çухатнă. Вăл тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланăскерсенчен пĕр шит те уйрăлмасть, тĕрлĕ упражнени тутарать. Пурте пĕр пек мар иккен, пĕри воспитатель мĕн туса кăтартнине лăпкăн пурнăçлать пулсан, тепри ашкăнма тăрăшни палăрать.
Садикре ĕçлекенĕн вара пĕчĕксерсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кăмăлне çавăрма пĕлмелле. Н.Геннадьевана ачасем хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, çавăнпа вăл мĕн каланине ăша хываççĕ. Надежда Львовна шкул çулне çитмен ачасемпе пиллĕкмĕш çул ĕçлет. Хĕрарăм аслă воспитатель кăна мар, физвоспитани инструкторĕ те.
– Вылянă чухне те, заняти ирттернĕ чухне те куçран пĕр шит те вĕçертес çук пĕчĕкскерсене, – ăнлантарать Н.Геннадьева.
– Ача анчахрах садике килнĕ тейĕпĕр. Кунти йĕркесене хăнăхтариччен ывăнсах çитетĕр пулĕ? – ĕç-хĕлпе интересленмесĕр чăтаймарăм эпĕ.
– Пытармастăп, садикре килти пек ирĕклĕх пĕтет. Кунта йăлтах урăхла% воспитательсем каланине итлемелле, вĕсен хушăвне пурнăçламалла. Çавах та пирĕн патра лайăххи нумай% тус-тантăшĕсемпе пĕрле чух кичемлĕх мĕнне пĕлмеççĕ. Килте пурăнсан-и, вулама, çырма хăнăхассипе ыттисенчен кая юлма пултарать. Воспитательсем вара ачасен тавракурăмне ÿстерме пулăшаççĕ, – терĕ Надежда Львовна.
Унран хăйĕн пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.
– Çĕр çине килекен кашни çын телейлĕ пулма çуралать, ырă шухăш-ĕмĕтсемпе пурăнать. Эпĕ хамăн тĕллеве, пуçа усмасăр малалла ăнтăлнине пула, пурнăçларăм тесе шутлатăп. Ачасем чуна çывăх. Вĕсем кăмăла çĕклеççĕ, хăйсен чĕвĕлти сассисемпе тата хавхаланса ĕçлеме çунат хушаççĕ, – васкамасăр калаçрĕ аслă вопитатель.
Чăвашла мар, вырăсла пуплерĕ вăл. Сăлтавне çийĕнчех уçăмлатрĕ.
– Эпĕ Киров облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Анне вырăс, атте чăваш, вăл Вăрнар тăрăхĕнчен пулнă. Вунă çул тултарсан, паянхи пекех лайăх ас тăватăп, Чăваш ене куçса килтĕмĕр. Манăн Калинино шкулĕнче вĕренме тÿр килчĕ. Кунта вунпĕр класс пĕтертĕм, – иртнине аса илчĕ Надежда Геннадьева.
Ăна чăваш çыннисем ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе ыттисенчен уйрăларах тăни килĕшнĕ, çавăнпа шкул пĕтернĕ хыççăн Киров облаçне каясси пирки шутламан, çутă ĕмĕтпе çунатланнăскер Çĕмĕрлери педагогика училищинче пĕлĕве малалла тарăнлатма пуçлать. Виçĕ çултан воспитательте ĕçлеме ирĕк паракан диплома алла илет. Çамрăк тĕрлĕ çĕре ĕç шыраса çитет, анчах ниçта та пушă вырăн çук. Мĕн тумалла-ха? Хĕр аптраса ÿкмест, повар-кондитера вĕренет. Пулать вĕт пурнăçра% Калининăри библиотекăра ĕç тупăнать. Надежда Геннадьева хирĕçлесе тăмасть, библиотекарь тивĕçне пурнăçлама тытăнать. Çав вăхăтрах ăс-тăна пуянлатас тĕллевпе куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Кайрантарахпа, çулсем иртнĕ хыççăн, аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрать.
– Библиотекăна ачасем кашни кун пырса çÿретчĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ калаçусем, мероприятисем ирттереттĕм. Хамăн ĕçе çĕнĕлĕхсем те кĕртеттĕм, – терĕ Надежда Геннадьева.
«Святлячок» ача садне ĕçе вырнаçасси ăнсăртран пулса тухман. Кунта физвоспитани енĕпе ĕçлекен инструктор пулман. Çавăнпа тулли мар ставкăпа ĕçлеме килĕшнĕ. Пурăна-киле пĕчĕкскерсем енне пĕтĕм чун-чĕрипе туртăнса кайнă% библиотекăран уйрăлнă та – садике куçнă. Халĕ вăл ыттисем пекех тулли кун йĕркипе ĕçлет. Пĕчĕкскерсене тĕрĕс утма, чупма, тата сикме хăнăхтарать, тĕрлĕ хусканусем тума вĕрентет. Çавăн пекех, аслă воспитатель пулнă май, ашшĕ-амăшне кирлĕ консультаци парать, воспитательсем валли ĕç планĕ туса хатĕрлет, вĕсене тĕрлĕ конкурссене хатĕрленме пулăшать. Компьютер умĕнче те ларма тивет – унсăр мĕн палăртнине пурнăçлаймастăн.
Надежда Львовна пурнăçа ÿпкелемест, мĕншĕн тесен юратнă ĕç хавхалану хушать, малалла ăнтăлма хистет. Мăшăрĕпе пĕр ача пăхса çитĕнтереççĕ, ăна тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.