Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар хаçачĕ те пулăшнă

12 марта 2016 г.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!» Пĕтĕм Раççейри акцие Чăваш ен те хутшăнать. Вăл çитес тунтикунран – мартăн 14-мĕшĕнчен старт илет.

Ун йĕркипе çынсем наркопритонсем, наркотик сутакан точкăсем, наркопреступленисем пирки кунĕн-çĕрĕн 8(8352) 23-01-00 «шанăç телефонĕпе» е info@21.fskn.gov.ru электронлă адреспа, е районти полици пайне 2-50-02 телефонпа пĕлтерме пултараççĕ. Шăнкăравсем, пĕлтерÿсем вăрттăнлăхра юлаççĕ.

Чăваш енре наркоасăрхав управленийĕ 2015 çула пĕтĕмлетнĕ май, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем те акцие пысăк витĕм кÿнине пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисене пулăшакан йышпа Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатне те ырăпа асăннă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика