Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мăшкăл ку!»

12 марта 2016 г.

Сĕт хакĕ ÿсни çинчен район хаçатĕнче анчахрах çырса кăтартнăччĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ – усламçăсем чĕртаварăн хакне чакарнине пĕлтĕмĕр. Вĕсем пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче сĕте ял çыннисенчен 21 тенкĕпе туяннă пулсан тепĕр кунне шурă ылтăн хакне 6 тенкĕ таран йÿнетнĕ.

–Мăшкăл ку! – тенĕ ирхине витре-бидонсемпе сĕт илсе тухнă чалăм-кăкшăмсем кăмăлсăрланса. – Çуркунне авă утă-улăм, тырă хакĕ те еплерех ÿссе каять. Халĕ вара сĕте 15 тенкĕпе туянасшăн çунаççĕ.

Магазинсене кĕрсен куç-пуç алчăраса каять. Пĕр литр сĕтшĕн 30-40 тенкĕ кăларса хумалла. Ял çыннисен те продукцийĕ нимрен те кая мар. Чалăм-кăкшăмсем каланă тăрăх, тĕрĕслев вĕсен сĕчĕ пахалăхлă пулнине кăтартса панă. Шыв янине пачах та тупса палăртман. Çу шайĕ те тивĕçтернĕ. Ял çыннисем сĕт пухакансене килĕшÿ тумалли пирки пĕрре мар асаилтернĕ. Анчах та лешĕсем халăхпа пуплесшĕн пулман. Чалăм-кăкшăмсем районти депутатсен Пухăвĕн депутатне Владимир Тимофеева чĕнсе илнĕ. Депутат мандатне кăтартсан кăна сĕт пухакансем Владимир Александровичпа калаçма кăмăл тунă иккен. Халăхăн шаннă çынни хресчен ĕç-хĕлне хисеплемелли пирки хĕрÿллĕн каланă.

Чĕртавара   Элĕк енчи Ехремкасси ялĕнче вырнаçнă сĕт сивĕтмелли пункта илсе каяççĕ. Шурă ылтăна туянакансем хака хăйсем мар, вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен палăртнине çирĕплетнĕ. «Хăвăр шухăш-кăмăлăра пире мар, хуçисене пĕлтерĕр!»– тенĕ элĕксем.

Çак кун чалăм-кăкшăмсенчен пĕри те усламçăсене сĕт сутман. Тулли витре-бидонсене йăтса каялла килĕсене утнă. Килти хушма хуçалăх тытакансем выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме те ÿркенмеççĕ. Сĕт хакĕ çукки вĕсен ĕçлес хастарлăхне чакарĕ. Çемье бюджетне пысăклатма май çук пулсан камăн ялта тăрăшас килтĕр? Тепĕр чухне çамрăксене тăван тăрăха ĕçлеме килменнишĕн айăплама пăхатпăр. Хресченĕн çăмăл мар пурнăçне курнă май вĕсен ялта мар, хулара тĕпленес килет ĕнтĕ.

Килти хушма хуçалăх тытакансем еннелле утăм тумаллах. Унсăрăн ялăн çутă пуласлăхĕ çинчен сăмах пуçарни усăсăр.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика