12 марта 2016 г.
«Ялта пурăнма лайăх, сĕчĕ те ашĕ те, пахчаçимĕçĕ те, улми те хăвăрăн», – теççĕ хулара пурăнакансем. Анчах мĕнле хура тарпа пулать-ши çак çÿлте асăннă çимĕçсем?
Тĕлĕнсе каймалла, анчах сĕте 1 литрĕшĕн 20 тенкĕпе пуçтаратчĕç. Сиссе те юлаймарăмăр – 15 тенке анчĕ те ларчĕ. Камран килет, нивушлĕ никам та пĕр хака йĕркелесе яраймасть? Ăçта каймалла, камран ыйтмалла? Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнара мĕншĕн кашни эрнинчех килмест-ши? «Вăл килет» тенĕ кун сĕт 17 тенкĕрен 20 тенке çитрĕ. Раççей Президенчĕ В.В.Путин сĕт хакне йĕркелемелли пирки телевизорпах пĕлтерчĕ.
Выльăх-чĕрлĕхне, уйрăмах ĕнесене, усрама çăмăл мар. Юрать, ĕнисем çынсем пек ăнланмаççĕ. Унсăрăн хăйсенчен çавăн пек кулнăшăн тĕксех пĕтерĕччĕç.
Сĕте шур ылтăнпа танлаштараççĕ пулсан çĕршывра ăна квас шывĕ вырăнне те хуми пулчĕç. Пире, пĕрер ĕне тытакансене, шел мар, эпир сутсан-сутмасан та пултаратпăр. 4–5 ĕне усракансене чăнах та хĕрхенетĕп, вĕсем чĕрĕ укçа ĕçлесе илессишĕн тăрмашаççĕ-çке. Яланхи ĕç çук пирки хресчен ялта выльăх усраса тупăш илессишĕн пурăнать.
Тăватă ял халăхĕ ыйтнипе – А.ПЕСКОВА.