10 марта 2016 г.
Вăрнар район прокурорĕ 37-ри арçын тĕлĕшпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна çула çитмен ачана тăтăш хĕнесе хур кăтартнăшăн тата пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа пĕчĕк ачана вĕлерессипе хăратнăшăн (РФ УК, 116-мĕш ст., 1-мĕш п., 117-мĕш ст., 2-мĕш п. «г» пункчĕ тата 119-мĕш ст., 1-мĕш п.) айăплаççĕ.
Следстви версийĕпе, арçын, хĕрарăм килне кĕрсе пурăннăскер, 2015 çулхи февраль – июль уйăхĕсенче ÿсĕрле 9 çулти аçаçури ывăлне тăтăш хĕненĕ. Икĕ хутчен ачана çурçĕр иртни пĕр сехетре тăратса лартса урок вĕренме хистенĕ. Çак вăхăтра ăна типĕ макарон изделийĕ (рожки) çинче çара чĕркуççипе çуршар сехет тăратнă. Итлемесен арçын ачана кутăн çĕклесе темиçе минут тытнă тата силленĕ.
Итлемен тесех арçын хăйĕн 7 çулти хĕрачине те хĕненĕ. Кĕнеке япăх вуланăшăн ăна та кутăн çĕкленĕ.
Арçын хĕрарăма та кун кăтартман – час-часах хĕненĕ, çурăмĕнчен хыçсăр пуканпа çапнă. Çавăн пекех вăл ăна тата ачисене вĕлерессипе хăратнă.
Арçын айăпне йышăннă, уголовлă ĕçе судра уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтнă.