10 марта 2016 г.
Архив ĕçĕнче тимлекенсем виçĕмкун хăйсен профессилле уявне паллă турĕç
Юлашки вăхăтра муниципаллă архивсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ. Республикăн обществăпа политика тата экономика пурнăçĕнче архив учрежденийĕсен вырăнĕ палăрмаллах анлăланчĕ. Документсемпе çыхăннă ыйтусемпе патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрлешсе ĕçлесси вăйра. Вăрнар район архивĕ граждансен социаллă прависемпе гарантийĕсене хÿтĕлессипе Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕпе те тачă çыхăну тытать.
Вăрнар район архивне 1936 çулта туса хунă. Анчах та унта предприяти-организаци-учрежденисен докуменчĕсем 1925 çултан тытăнса упранаççĕ – 46 пине яхăн управ единици. Архивра пĕтĕмпе 313 фонд. 225-шĕ – 35 пин те 363 управ единици – управлени тытăмĕн документацийĕ, 35-шĕ – 11 пин те 583 управ единици – уйрăм çынсен докуменчĕсем.
Район архивне комплектлакан çăлкуçсен шутĕнче 51 учреждени шутланать. 49-шне паспортизациленĕ, вăл шутран 40-шĕ – патшалăх учрежденийĕсем.
Унсăр пуçне архив фондне панкрута тухнă предприятисен докуменчĕсем те йĕркелеççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ вăя кĕнĕренпе тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илессипе стаж планкине чакарнă май, çынсем шкул вăхăтĕнче ĕçленине çирĕплетме чылаййăн ыйтса çыраççĕ. 2013-мĕшĕнче – 1167, 2014-мĕшĕнче – 1976, 2015-мĕшĕнче 1892 ыйту пулнă. Паянхи кун тĕлне социаллă право сĕмĕллĕ 392 ыйтăва йышăннă. Вăтамран кунне архива 11–13 çын килет, 7–9 ыйтăва майлă татса параççĕ. Тĕп ыйтусен шутĕнче – ĕç стажне çирĕплетесси. Çавăн пекех çынсем хăйсен ĕç укçи виçипе те кăсăкланаççĕ.
Район архивне туса хунăранпа 80 çул çитрĕ. Район архивне йĕркелес ĕçре чăннипех те пултаруллă, тимлĕ, ăслă-тăнлă çынсем вăй хунă% Федор Емельянович Квасов, Фаина Петровна Суркина, Людмила Григорьевна Ведина, Людмила Александровна Люкшенкова тата ыттисем те.
Паянхи ăру ырă тĕслĕхпе вĕсен ĕçне тивĕçлипе малалла тăсать. Район архивĕн пуçĕнче халĕ тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Лилия Витальевна Тихонова тăрать. Çынсене тарават йышăнать вăл, пуринпе те сăпайлăн калаçать, ыйтусене вăхăтра тивĕçтерме тăрăшать.
Пайра иккĕн шутланаççĕ. Эльзита Борисова специалист та документсене йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывать. Хальлĕхе вăл декрет отпускĕнче.
Светлана ЧИКМЯКОВА.