10 марта 2016 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕн 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин 56-мĕш №-лĕ «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿленĕшĕн социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерес йĕрке çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккуна алă пуснă.
Çак саккун федераллă çăмăллăхçăсене ку пулăшăва кÿмелли йĕркене тĕпрен улăштарать. Халĕ вĕсене малтанхи пек палăртнă сумма мар, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн чăннипе шутласа панă тата тÿленĕ тăкаксене кура çăмăллăх уйăраççĕ. Урăхла каласан, компенсацие уйăхсерен Раççей Федерацийĕн нормативлă право акчĕсемпе çирĕплетнĕ виçене кура тÿлеççĕ.
2016 çулхи февраль – июль уйăхĕсенче уйăхсеренхи укçа компенсацине Чăваш ен Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ хаксене кура шутласа параççĕ.
Палăртмалла, çак тапхăрта тÿленĕ компенсаци каярах тепĕр хутченхи шутлава лекет. Тăкаксене пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн счет тăратакан организацисемпе çынсем тăратнă сведенисене кура компенсацилеççĕ.
Ирина СМОЛИНА,
халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен
районти пай пуçлăхĕ.