12 марта 2016 г.
Чире пуçласа яракана А вируса, тепĕр майлă H1N1 е сысна грипĕ тесе калаççĕ. Чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне грипп вирусĕллĕ сурчăк 2 метртан пусласа 10 метр таранах саланать. Çавăнпа ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Организма вирус лекнĕренпе чирĕн малтанхи паллисем палăриччен 12–48 сехет иртет. Сăмах май грипп тата таса мар алă урлă та ерет. Çавăнпа хăвăр чирлесен, килте гриплă çын пулсан тата урамран киле кĕрсен алла тăтăшрах çумалла.
Чир паллисем
Вăл кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа сăмса питĕрĕнет, ÿсĕрнĕ чухне пыр уйрăмах ыратма тытăнать. Грипп йывăрланман чухне температура 3–4 кунран чакать. Вăйсăрлăх вара час иртмест.
Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ыттине те куçма пултарать. Ача кĕтекен хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, гриппа чирленĕ хыççăн гинеколог патне каймаллах.
Мĕн тумалла?
Енчен те чир çакланчĕ пулсан тухтăр сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Чир хĕрсе çитнĕ вăхăтра, вăй пĕтсен, шăнтсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле, улма-çырла сĕткенĕ, морс, чей лайăх. Шур çырлинчен, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвексем питĕ усăллă.
Температура пысăк чухне тухтăр çырса панă эмелсене ĕçмелле.
Грипп ерсен мĕн тума юрамасть-ха?
Килтен ан тухăр! Мĕншĕн тесен чир пуçламăшĕ кĕтменлĕхсемпе паллă, килтен 37 градуспа тухсан та тепĕртакран ÿт температури 40 градуса çити хăвăрт хăпарса кайма пултарать.
Антибиотик ĕçме ан васкăр! Грипп вирусĕсем антибиотиксене туйăмсăр. Унсăр пуçне вĕсем организма хÿтĕлекен усăллă микробсене вĕлереççĕ. Грипран антибиотиксем ĕçсен дисбактериоз пуçланма пултарать. Кайран вара унран нумай вăхăт хушши сипленме лекет.
38,5 градусран пĕчĕкрех температурăна чакарма ан васкăр! Пысăк температура – вируссемпе кĕрешекен организмăн хÿтлĕх реакцийĕ.
Температура хăпарсан банка, горчичник лартма, грелка хума, ăшă япалапа чĕркенме, вĕри мунча, ванна кĕме юрамасть. Чир шала кайма пултарать.
Ĕçе ан васкăр! Чире ура çинче ирттермелле мар. Грипп йывăр урăх чирсене куçма пултарать. Грипран сывалса пыракан çыннăн халсăрлăхĕ, вăйсăрлăхĕ чылайлăха сыхланса юлать. Çавăнпа сирĕнтен ĕçре те усă нумай пулаймĕ. Тата грипп вирусĕсене сарма, сывă çынсене чирлеттерсе яма пултаратăр.
Мĕнле сыхланмалла?
Прививкăна вăхăтра тумалла. Чир алхаснă вăхăтра ăна туни усси çук. Кашни çулах кĕркунне грипран прививка тума пуçлаççĕ. Вăхăтра прививка тутарнисенчен нумайăшĕ чирлемест е чире çăмăллăн ирттерсе ярать.
Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахчаçимĕçпе улма-çырла çимелле. Ку вăл – лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ.
Суханпа ыхра пирки вара каламалла та мар. Вĕсем мĕн авалтанпах пĕрремĕш вырăнта. Пÿлĕмри вируссене пĕтерме ыхрапа сухана вакласа савăт çинче тытмалла. Кашни кун ыхран пĕр шăлне çимелле.
Таса уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Уçă форточкăпа çывăрсан лайăхрах. Витĕр çил лекесрен вара, паллах, асăрханмалла. Паркра, вăрманта уçăлса çÿрени, утни – ÿпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать.
Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле. Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтăр сĕнĕвĕсене асра тытса тимлĕн сипленмелле. Сывă пулăр!
Елена ЕГОРОВА,
республикăн профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.