Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăк кăмăл парнелерĕç

12 марта 2016 г.

Савăк кăмăл парнелерĕç

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ Çавалкас тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн нумайлăха асра юлмалла иртрĕ. Вырăнти культура çуртĕнче ун умĕнхи кун чаплă концерт йĕркелерĕç. Халăхĕ клуба çав кун йышлăн пухăнчĕ, вырăнти артистсемшĕн вара куракан пулни, концерт программине хак пани тав тунипе танах.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Углова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, кашнинех телей, юрату, тăнăç пурнăç сунчĕ. Уяв программине хутшăнакансене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Хĕрарăм-аннесем, асаннесем, кукамайсем, хĕрсем ячĕпе çав каç чи çепĕç те ачаш сăмахсем илтĕнчĕç, юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, шÿтсем пулчĕç. Уяв программине Çавалкасри «Çеçпĕл» ача садне çÿрекен шăпăрлансем, Туçи Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн, Кивçурт Мăратри пултарулăх ушкăнĕсем, вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç.

Ача садне çÿрекенсем хатĕрленĕ ташăсене куракансем уйрăмах хапăлларĕç. Шăпăрлансем сцена çине ковбойсем те, чикан майрисем те пулса тухрĕç. Ачасем пухăннисем тăвăллăн алă çупса хак панишĕн хăпартлансах кайрĕç.

«Шанчăк» пултарулăх ушкăнне те залра ларакансем тарават кĕтсе илчĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă пикесем ял çыннисене халăх юррисене шăрантарса пачĕç. Каласа хăвармалла, ку ушкăна Çавалкас ялĕнчи чи пултаруллă та маттур хĕрарăмсем пухăннă. Ял халăхĕн канăвне йĕркелес ĕçре, культура шайне ÿстерес енĕпе хăйсен пысăк тÿпине хываççĕ вĕсем. Тĕрлĕ сферăра ĕçлеççĕ пулин те вĕсене пĕрлештерекенни – чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене, юррисене упраса хăварасси, çамрăксене вĕрентесси. Ушкăна йĕркелесе яраканĕ – Лидия Иванова. Унăн йышăнче – Алевтина Федорова, Зоя Николаева, Надежда Толстова, Валентина Петрова, Галина Анисимова, Юлия Михайлова. Купăс калаканĕ – Станислав Миронов.

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче вара «Шанчăк» ушкăн Çавалкасри ватăсен çуртĕнче пулчĕ, кинемипе-кукаçисене уяв ячĕпе саламларĕ, парне вырăнне юрăсем шăрантарчĕ. Ватăсен пичĕ-куçĕ савăнăç куççулĕпе тулчĕ, вырăнти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсене вĕсем тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав турĕç.

Елена АНИСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика