Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлисем çĕре ÿкмеççĕ

05 марта 2016 г.

Ираида Тихонова ĕçрен тухрĕ те тавралăха сăнарĕ. Сывлăшĕ уçă, тÿпере çăлтăрсем выляççĕ. Каçхи шăплăхра, никам чăрмантарман чух, чун-чĕре юрлать. Нимĕн çинчен те шутлас килмест çав вăхăтра, паян хăй курни-илтнине те хăвăнтан яланлăхах сирсе ывăтма кăмăл пысăк.

Анчах та эсĕ полици ĕçченĕ-çке, уйăх каялла пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕçпе те нумай чакаланма тивет. Тав сăмахĕ илтесси пирки вара ан та шутла: ара саккуна пăснă çынсемпе ĕçлемелле-çке, вĕсене явап тыттармалла. 2007 çултанпа, Вăрнарти милици уйрăмне килсе вырнаçнăранпа, кампа кăна тĕл пулмарĕ-ши? Ĕçкĕ енне туртăнса кайнисем, çын пурлăхне хапсăнакансем – пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Паллă: вĕсенчен пĕри те полици ĕçченне ăшă кăмăлпа кĕтсе илмест, темтепĕр каласа пĕтерекен те тупăнать тепĕр чух. И.Тихонова çакна аван ăнланать: пакунлă çыннăн йĕркене пăсаканпа тавлашăва кĕме юрамасть, ун вырăнне пĕр чĕлхе тупма пĕлни пĕлтерĕшлĕрех. Тĕрлĕ пăтăрмахлă лару-тăрăва çаклансан та шикленсе ÿкмест Ираида Николаевна, ĕçпе çыхăннă йывăрлăхсем çирĕплĕхе туптама пулăшнине тахçанах туйса илнĕ, çавăнпа та хăй мĕн тума пултарнине йăлтах пурнăçлать.

Пурнăç урапине тытса чараймăн, вăл пĕр вĕçĕм малаллах кусать, çавна май кивĕ çула çĕннипе ылмаштарать. Çавах та хыçа юлнă йĕр, каялла çаврăнса пăхмассерен, иртнине аса илтерет, ачалăх кунĕсен савăнăçлă саманчĕ патне пĕр чăрмавсăр таврăнать. Ираида Николаевна хĕрĕх çул каялла çут тĕнчене килнĕ. Канаш районĕнчи Юнтапа ялĕнче кун çути курнăскер ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿснĕ. Анчах та виççĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра, çывăх çыннисем Самара облаçне пурăнма куçнăран, çуралнă кĕтеспе сывпуллашма тивет унăн. Палламан вырăнсем, халиччен курман ачасем... Вăхăт хăйĕннех тăвать, хĕрача çĕнĕ юлташсем тупать, тавралăха хăнăхса çитет.

Тăхăр класс пĕтерсен шкул сукмакне такăрлатма пăрахать. Ун вырăнне Оренбург облаçĕнчи пĕр хулари педагогика колледжĕнче вĕренĕве малалла тăсма шутлать. Тăватă çултан алла диплом тытать. Пĕр-пĕр ĕçе вырнаçиччен Шупашкарта пурăнакан тăванĕсене курма килет. Шăпана пĕлме çук çав, Ираида Николаевна Чăваш енĕн тĕп хулинче юлма кăмăл тăвать, пĕр ясли-сада ĕçе вырнаçать, ачасене воспитани парассипе ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ илес тĕллевпе, Мускаври гуманитарипе экономика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Çулсем сисĕнмесĕр тенĕ пек хыçа юлса пыраççĕ. Алăра – тепĕр диплом, юристра ĕçлеме ирĕк параканскер.

2007 çулта вăл Вăрнара килсе «çакланать». Милицире пушă ĕç вырăнĕ пулнине пĕлнĕрен калаçса пăхма тенешкел килсе пăхать. Çамрăка хирĕçлемеççĕ. Çапла майпа патрульпе пост службин ĕçченĕ пулса тăрать. Опыт нумай та пухăнмасть, Шупашкара вĕренме яраççĕ. Çур çул иртсен тепĕр хут Вăрнара таврăнать, анчах та участковăй пулса тăрать. Халĕ те çак должноçрах тимлет. Паллах, ĕçленĕ май пакунри çăлтăрсем те хушăннă, паянхи кун аслă участковăй шутланать. Яваплăхĕ те малтанхинчен чылай пысăкланнă.

Ираида Тихоновăна коллективра кашниех пĕр-пĕрне пулăшма хатĕрри хавхалантарать. Çунатлисем çĕре ÿкмеççĕ теççĕ. Хастар та пултаруллă полици ĕçченĕ ниме пăхмасăр малтан-мала талпăнать, паянхи ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть. Инкеке лекнĕ çынна вара ялан пулăшма хатĕр. ,çри юлташĕсен ырă тĕслĕхĕ тата тăрăшуллă пулма хистет. Вĕсенчен вĕренет, çĕннине, усăллине ăша хывать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика