05 марта 2016 г.
Наталия Прокопьева полицин «Вурнарский» пайне нумаях пулмасть вырнаçнă пулин те ĕçтешĕсем хушшинче чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланипе çеç мар, творчествăри пултарулăхĕ иксĕлми пулнипе те.
Çамрăк лейтенант полици ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ирттерекен концертсене çулсеренех илемлетет. Пĕлтĕр вăл уява пухăннисене районти культура çурчĕн артисчĕпе Евгений Кудрявцевпа пĕрле хитре юрăсем парнеленĕччĕ. Нумаях пулмасть Наталия Прокопьева Шалти ĕçсен Чăваш енри министерстви ирттернĕ çар-патриот юррисен «Юрататăп сана, Раççей!» фестивальне хутшăннă. «Эхо любви» юрăпа Вăрнар полицийĕн дознователĕ виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Наталия Калининăри вăтам шкулта çирĕп пĕлÿ илнĕ. Йĕрке хуралçисен республикăри конкурсĕнче вăл пĕлтĕр те лауреат дипломне тивĕçнĕччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.