05 марта 2016 г.
Çĕн Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ, çав ялтах мăшăрне тупнă, халĕ те унтах пурăнать Лиза акка – Елизавета Степановна Степанова.
Ака уйăхĕнче 84 çул тултарать. Никам та ăна çулĕсене пăхса кинемей темест, пурте Лиза акка тесе чĕнеççĕ. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Тăван çĕршыв çине нимĕçсем тапăнсан, ашшĕне ялти вăйпитти арçынсемпе пĕрле вăрçа илнĕ. Мăшăрĕ 4 пĕчĕк ачипе юлнă. Анчах шăпа пÿрмен ашшĕне тăшмансене аркатса каялла тăван яла таврăнма.
Вăрçă вăхăтĕнче 9 çулти Лиза та кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн ялти икĕ маттур ачана «Тылра хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Пĕри – Лиза акка, тепри Федор Дмитриевич Дмитриев (халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ).
«Питĕ вĕренсе çын пуласшăнччĕ, анчах пурнăç йывăррине кура вăрçă хыççăн ниçта та каяймарăм, аннене те хĕрхентĕм, укçи-тенки те пулмарĕ. Вĕреннĕ çын пулаймарăм пулсан та çынсене пулăшасчĕ тесе шутларăм».
Çÿлти Турри илтнех ун шухăшне. Тен, амăш варĕнченех çавăн пек асамлăх тĕвĕленнĕ унăн. Паянхи кун та Лиза акка патĕнчен çын татăлмасть. Вăл юмăç та, ăрăмçă та мар. Чăн-чăн тухтăр. Сыпă шыçать-и, шăмă сикет-и, ÿт татăлать-и, ура-ал хуçăлать-и, пур амака та алăпа тытса пĕлет, хуçăлнисене тухтăр патне ярать, ыттисене хăй пĕлнĕ пек юсать. Çавăн пекех анчах çуралнă ачасене пÿсĕр «çиет» пулсан, вĕсене те хăйĕн чĕлхипе, ĕçĕ-хĕлĕпе сиплет.
– Мана Петĕр «Лиза, сана вăхăтлăх качча илем-ха, атту налук тÿлеттереççĕ» тесе качча илчĕ, хăй хама тахçанах куç хывнăскер. Вăхăтлăх анчах пулмарĕ, пурăнсах кайрăмăр. 9 ача та çуратса ÿстертĕмĕр, – аса илет вăл.
Анчах, ачасем пурте вĕреннĕ вăхăтра мăшăрĕ чирсĕр-мĕнсĕр пурнăçран уйрăлать, çав кунах уя кăкарнă ĕни пăвăнса вилет. Мĕнле чăтрĕ-ши Лиза аккан чĕри; Пурнăç никамăн та тикĕс çулпа чупмасть пулсан та, Лиза аккана вăл самаях лăскарĕ. 6 хĕрпе, 3 ывăл çитĕнтерсе 5 хĕрне аслă пĕлÿллĕ турĕ, пурте вĕрентекенсем, 1 хĕрĕпе 3 ывăлĕ те вăтам пĕлÿ илсе хăйсен юратнă специальноçĕпе ĕçлетчĕç. Çук, инкек каллех Лиза аккан кантăкĕнчен шаккамасăр пăрăнса иртмерĕ. Лена хĕрĕ сарăмсăр пурнăçран уйрăлчĕ, Гриша ывăлĕн те ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ. Мĕн тăван, куççульпе каялла тавăраймăн, çавăнпа та Лиза акка мăшăрĕшĕн, хĕрĕпе ывăлĕшĕн леш тĕнчере çăмăллăх пултăр тесе кĕл тăвать. Хуйхă ырă тумасть, вăй хушмасть, куççуль юхмасăр пулмасть, çавăнпах пуль унăн мăшăр куçран хăрах куçĕ пачах та курмасть. Вăл – ача амăшĕ-героиня. Пĕтĕм медале çакас тесен унăн кăкри çинче икĕ енĕпе те вырнаçас çук.
Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кинĕпе шăкăл-шăкăл, тату та çураçуллă. Мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем вуннăран та иртнĕ. Хĕрĕсем: Вера Петровна, Татьяна Петровна, Нина Петровна Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕрентеççĕ, ырă ятлă учительсем – Мария Петровнăпа Галина Петровна Калуга облаçĕнчи шкулсенче вĕрентÿ отличникĕсем.
Мĕн ĕмĕрĕпе тăван совхозра вăй хунă, пенсие тухсан та ĕç пăрахман – сурăх ферминче тăрăшнă. Турă ăна татах та нумай çул пурăнма, канлĕ ватлăх патăрччĕ. Ача чух хурлăхне нумай курнишĕн ватлăхра та пулин ырри нумай пултăрччĕ.
А.ПЕСКОВА.