05 марта 2016 г.
Амăшĕ «ĕçне пĕл, тÿррине ан ман» тесе вĕрентсе каланине Шĕнер Ишекри Валентина Ивановна Ежова паянхи кун та асра тытса пурăнать. Вăл ултавçăсене, элекçĕсене, суеçĕсене, карма çăварсене питлет. Çынна куç умĕнче мухтаса хыçĕнче хурламасть. Тĕрĕсмарлăха асăрхасан тÿррĕн калама хăюлăх çитерет.
Валентина Ежова пирки ырă сăмах каланине пĕрре кăна мар илтнĕ. Ăна япшар чĕлхеллĕ пулнăшăн мар, тĕрĕслĕхе юратнăшăн хисеплеççĕ.
– Валентина Ивановна пек çынсем ытларах пултăрччĕ. Вара çĕршывра та, тĕнчере те йĕрке пулĕ,– терĕ «Çĕнтерÿ çулĕн» пĕр тусĕ.
Валентина Ежова, çитмĕл теçетке урлă каçнăскер, тавракурăма аталантарсах тăрать. Хаçат-журнал нумай вулать, саккунсене тĕплĕн «шĕкĕлчет». Ахальтен мар пулĕ унран сĕнÿ-канаш нумай ыйтаççĕ. Вăл вара пулăшу аллине тăсма яланах хатĕр. Хăш-пĕрисем пурнăç тÿнтерĕшĕсем пирки пакăлтатаççĕ анчах пулсан, Валентина Ивановна тĕрĕслĕх шыраса тÿре-шара патне те çитет.
– Мана асăрхасанах Вăрнар поселокĕнчи пĕр пуçлăх тÿрех сĕтел çинчи хутсене пуçтарса кабинетран тухса кайма тăрăшать. Çакна ĕç нумаййипе сăлтавлать. Эпĕ халăх шухăш-кăмăлне шута илмеллине асилтеретĕп те, вăл хĕрелсе каять... – çирĕплетрĕ ĕç ветеранĕ.
Шĕнер Ишек хĕрĕ çамрăк чухне те харсăр пулнă, ĕç-пуçа яланах вĕçне çитерме тăрăшнă. Пĕрре вăл Вăрнарти çар комиссариатне пĕлтерĕшлĕ ыйтупа пынă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕн Иван Даниловăн шăпипе кăсăкланнă. Анчах та çамрăк ыйтнине тивĕçтересшĕн пулман. Кансĕрлесе çÿрен тесе ун патĕнчен пăрăнса утнă. Валентина каялла пĕр утăм та чакман, çар комиссариатĕнче ĕçлекене çĕнтерÿçĕ ăрăва сума сумаллине, вăрçă паттăрĕсен ĕçĕсене манмалла маррине асилтернĕ. Чăн сăмахăн суйи çук теççĕ. Валентина ыйтнине тивĕçтернех. «Паянхи пекех астăватăп. Ман алра 247-мĕш ĕç. Аттен сăнÿкерчĕкĕ те пур. Вăл 1944 çулта Эстонире нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă чух пуç хунине вуласа пĕлсен чун-чĕре хытă пăлханса кайрĕ», – пулни-иртнине куç умне кăларчĕ ĕç ветеранĕ.
Ашшĕ – Иван Данилов – ятлă-сумлă çын пулнă. Колхоз председателĕнче, ял Совечĕн пуçлăхĕнче тимленĕ. Ашшĕне 1943 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă чухне амăшĕ йывăр çын пулнă. Кĕçех çут тĕнчене Валя килнĕ. Пиччĕшĕпе иккĕшĕн пĕчĕкренех амăшне пулăшма, йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Инкек куçа курăнса килмест. Даниловсене 1949 çулта вăрă-хурахсем çаратаççĕ, тепĕр çулне кил-çурчĕ çунса каять. Упăшкасăр хĕрарăма çăмăл мар пулин те амăшĕ хевте çитерсе пÿрт лартать. Валентина тăван Шĕнер Ишек ялĕнче çичĕ класс пĕтерсен Нурăсри шкулта пĕлĕве тарăнлатать. Унăн кунсерен 18 çухрăма парăнтарма лекнĕ. Уроксем хыççăн урамра выляса е йытă хăваласа çÿремен. Тата 3–4 çухрăм утса тăван колхозăн уй-хирне çĕрулми пухма кайнă. Сĕм çĕрле киле таврăннă. Çав-çавах уроксене тумасăр çывăрма выртман.
Валентина Ежова Нурăс шкулĕнче вĕрентнĕ учительсене – Иван Федорович Федорова, Анфиса Петровна Беловăна (халĕ вăл Пăртасра пурăнать) тата ыттисене – ырăпа аса илет. Вĕсем тĕлĕнмелле çивĕч ăслă пулнă, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Учительсем ачасене ĕç вăл пурнăç илемĕ, пурнăç тыткăчи пулнине ăша хывма вĕрентнĕ, яваплă тапхăрта вĕсемпе пĕрле «Правда» колхоз уй-хирĕнче иртен пуçласа каçченех вăй хунă, ял хуçалăх культурисене пухма пулăшнă.
Валентинăна бухгалтер ĕçĕ килĕшнĕ. Аттестат илсен вăл Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен шкултан, Канашри финанспа кредит техникумĕнчен вĕренсе тухать. «100 студентран 10 тĕп бухгалтер тухсан эпир чăннипех те савăнăпăр», – тенĕ иккен преподавательсем. Шĕнер Ишек хĕрĕ пултаруллă пулнăран шăпах çак йыша кĕме тивĕçнĕ, унăн пĕтĕм пурнăçĕ районти перекет банкĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, тĕп бухгалтерта нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕ. Валентина Ежова практикăна килнисене, çамрăк специалистсене яланах пулăшма тăрăшнă. Вăл Дон çинчи Ростов, Владимир хулисенче уçнă бухгалтерсен квалификацине ÿстермелли курссенче пĕлĕве тарăнлатнă. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе, Алексей Михайловичпа, хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем пурнăçра хăйсен çулне тупнă, Мускавра тĕпленнĕ. Ежовсен пĕр мăнук. Вĕсем йыш ÿсессе шанаççĕ, кĕçĕн мăнуксене те курма ĕмĕтленеççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.