Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр купине пĕтересси – нуша

05 марта 2016 г.

Пурнăç çавнашкал вăл, темĕн те курма тивет. Акă Вăрнарти Анна Федотова кил умĕнчи юр купине пĕтерессишĕн уйăха яхăн ĕнтĕ тапаçланать. 86-ра вăл. Вăй-халĕ çамрăк чухнехи пек мар ĕнтĕ. Анчах нимĕн те тăваймăн, ирĕксĕрех алла кĕреçе тытса урама тухма тивет. Ĕçлеме йывăр ăна, çавах та тертленет, юра айккинелле ывăтать. Тракторпа тĕксе хăварнă та – кайран çул-йĕр службин ĕçченĕсем ку купа пирки вуçех те «маннă». Çапла вара Гагарин урамĕнчи 14-мĕш çуртра пĕччен пурăнакан А.Федотова нуша курать. Комсомольски урамĕнчи 55-мĕш çурт çывăхĕнче те çавнашкал ÿкерчĕке асăрхама пулать: кунта та юр купи иртен-çÿрен куç умне лекет. Кил хуçи Прасковья Муратова инвалид, тухса çÿреймест. Унăн ывăлĕ Федор та хăрах хулĕ ыратнипе асапланать. Вăл юр купине хăех тасатса пĕтерĕччĕ, анчах ăна ку ĕçе пурнăçлама йывăр. Юр купи вара шыв юхмалли пăрăха хуплать. Муратовсен килĕ çывăхĕнчех çул çинче шыв капланса кайнă: иртсе çÿреме те кансĕр.

Асăннă çитменлĕхсене пĕтерекенсем çитес кунсенче тупăнĕç-ши; Вăхăт çеç кăтартса парĕ.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика