Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса хутшăнма чĕнетпĕр

05 марта 2016 г.

Хисеплĕ туссем! Чăваш кĕнеке издательстви «Тантăш» хаçатпа пĕрле «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче иртекен конкурс пирки пĕлтерет. Кăçал вăл авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Унта ачасемпе 17 çула çитнĕ яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать.

Кăçал конкурс виçĕ номинаципе иртет:

«Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав». Ку номинацие хутшăнакансен Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла тĕпе хурса хайлав хатĕрлемелле, ятне памалла. Ĕç калăпăшĕ – 1–5 стр. ,çсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме пултаратăр.

«Кĕнекери чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Пĕр-пĕр сăнарăн сăнÿкерчĕкне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ.

«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинаци. Ку номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçре ачасем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алпа çырмалла, Интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.

Кĕнеке Чăваш кĕнеке издательствинче тухни пулмалла. Кирек хăш номинацире те ĕçе ачан хăйĕн пурнăçламалла, аслисем хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ.

Кашни ĕç çумне уйрăм хут çине номинаци ятне, ячĕпе хушаматне, миçе çултине, хăш шкулта вĕреннине (чăвашла та вырăсла та тулли те тĕрĕс), килти адреса, конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (руководителĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне, суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине çырса памалла.

,çсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. «Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав» номинацие тăратнă ĕçсене тата fed–ol@mail.ru электронлă адреспа яма юрать.

Конкурсăн тулли йĕркипе (Положенипе) тата конкурса хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru адреспа «Конкурссем, акцисем» пайра паллашма пулать.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йĕркелесе пыракан

Ольга ФЕДОРОВА редактор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика