27 февраля 2016 г.
РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе республикăра ĕçлĕ канашлусем иртнĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсемпе, район ертÿçисемпе социаллă экономика, обществăпа политика лару-тăрăвĕпе çыхăннă, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа бюджетсен хушшинчи хутшăнусен, налук саккунĕсем тĕлĕшпе тухса тăнă çитменлĕхсене сÿтсе явнă. Михаил Бабич шухăшĕпе, халăхпа куллен хутшăнакан пуçлăхсемпе икĕ енлĕ çыхăну йĕркелеме пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă. «Халăхпа час-часах тĕл пулни, муниципалитетсен социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явни, уйăхсерен ирттерекен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче инçетри ялсене тухса çÿрени çынсен шухăшне уçăмлатма пулăшать, чăн информацие вĕсем патне вăхăтра çитерме тата çынсен ыйтăвĕсене уçăмлатма май парать», – пĕлтернĕ вăл.